Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ырă кăмăллă Елюк акка

Аслă ăрури çынсене кама кăна илсен те, вӗсен пурнăçӗ çинчен чылай истори çырма пулать.

 

Аслă Аксу ялӗнчи Елюк акка та хăйӗн пурнăçне тивӗçлипе, чыслă ирттерсе, ялта хисепе тивӗçлӗ çын пулса, ял халăхӗн асӗнче юлать.

Елена Анисимован йăхӗ Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен пуçланать, унăн кукамăшӗ Алена Степан Трофимовпа пӗртăван пулнă. Алена Хулаçырми ялне качча тухать. Елюк аккан амăшӗ Хулаçырминчен Аслă Аксу ялне качча тухать, Елюк акка вара тăхăр ачаран иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет.

Ялти шкулта виçӗ класс пӗтернӗ хыççăн, пӗчӗкçӗ Елюкăн чирленине пула шкула пăрахма тӳрӗ килет, ачаранах ӗçе кӳлӗнет, 12 çула çитсен аслисемпе пӗрле вырма тухать.

– Эсӗ лайăх выран, тесе, мана 5 аршин виçсе пачӗç, ӗçленипе çын вилмест, тетчӗç. Хирӗçлемен, аслисем мӗн каланă, çавна тунă, –  тесе аса илет ӗлӗкхисене Елюк акка.

Елюк аккан ашшӗ Степан Анисимов та, амăшӗ те ялти хисеплӗ çынсем пулнă, вăхăтӗнче ашшӗ Аслă Аксури «Новый Путь» колхозăн, ял Совечӗн ертӳçи тата бригадир та пулса ӗçленӗ. Елюк 16 çул тултаричченех ашшӗне вăрçа илсе каяççӗ, вăл виçӗ вăрçăра хутшăннă, апла пулин те сывă таврăннă, 1948 çулта вара йывăр суранӗсене пула çӗре кӗнӗ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче никама та çăмăл пулман, Елюк аккан та Пăрăнтăка тырă леçме тӳрӗ килет, 1959 çулсенче вара ялти шкула техничка пулса ӗçе вырнаçать. Тивӗçлӗ канăва тухсан та тата 6 çул ӗçлет-ха вăл шкулта, хăйӗн ӗçне тӗплӗ тăвать, ертӳçӗсем хушнине чыслăн пурнăçлать, «Ӗçри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» тата ытти медальсене тивӗçлӗ пулать. Вăл вăхăтра Аслă Аксу вăтам шкулӗнче директор пулса ӗçленӗ Николай Романов та ăна ăшă сăмахсемпе кăна аса илет.

Елюк аккана качча тухма пӳрмен тата ачисем те çук, апла пулин те, вăл хăйӗн хуçалăхӗнче яланах ӗне усранă. Акă халӗ те 96 çулпа пырать пулин те вăл хăй валли çӗрулми акса ӳстерет, япалисене, урайне те хăйех çăвать. Тӗрӗс, ялта ăна пăхакан социаллă работник Наташа та пур, вăл та питӗ нумай пулăшать ăна, кӳршисем те Елюк акка патне час-часах килсе, унăн халне пӗлсе тăраççӗ.

Елюк акка çулла килӗнчех пурăнать, хӗл каçма вара ăна Ульяновск облаçӗнчи Карабаевка ялӗнче пурăнакан йăмăкӗ Клавдия хăй патне илсе каять.

Елюк акка питӗ кăмăллă, тарават тата уçă çын, çавăнпа та ăна пурте хисеплеççӗ, хăй те пурне те чунтан тав тăвать. Эпир те ăна 96 çул тултарнă ятпа тата Аслă çулсенчи çынсен кунӗ ячӗпе чунтан саламлатпăр, нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев