Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ырă ӗç тăвасси –унăн пурнӑҫ девизӗ

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Дилюза Азизован пӳрчӗ аякранах илемлӗн курӑнса ларать

 

Ҫу кунӗсенче пӗтӗмпех чечек ларнă тӗрлӗ тӗслӗ чечекӗсем хапха, пӳрт умне паян, хӗле кӗрсе пынă вăхăтра та, илемлетеççӗ.

Çын ӗçченнипе ӗçчен пулманнине кил-çурт умне пăхсанах паллă, текен каларăша аса илсе, çак кил хуҫи хӗрарӑмӗ мӗнле пулни пӳртне кӗричченех пӗлӗнет. Пӳртре илемлӗ, евӗклӗ пуçтарнă пӳлӗмсем, чӳрече янаххи ҫинче чечек ярса ларакан чечексем,  пур çӗрте те тирпейлӗх хуҫаланать.

Дилюза Азизова Ҫӗнӗ Какӑрли ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унтах шкул пӗтернӗ. Математикӑна кăмăлланă хӗр Хусанти банк шкулне вӗренме кӗнӗ, унта та ӑнӑҫлӑ вӗреннӗ. Каярахпа ял хуҫалӑх институчӗн экономика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илет. Вăл районти почта уйрӑмӗнче союзпечать уйрăмне ертсе пынине нумайӑшӗ астӑваҫҫӗ-тӗр. Унтан вӑл районти çутӗç пайне бухгалтер пулса ӗҫлеме куҫать. Пӗр хушă районта çăкăр заводне те ертсе пычӗ. Ун чухне ҫӑкӑр завочӗ республикӑри тӗрлӗ конкурссенче хӑйӗн производствин продукцийӗпе хутшӑнса, Дипломсене тивӗçлӗ пулса таврăнатчӗ. Районти çутӗç пайӗнче тӗп специалист ӗçӗ – Дилюза Азизован кайранхи ҫулсенче пурнăçланă тивӗҫӗ.

Шӑпи вара... Вӑл Дилюза Азизована юратса тӗрӗслет. Ҫамрӑкла пӗрлешнӗ тата икӗ уйӑхри ывӑлӗн ашшӗ пулнӑ Тауфикӗ кӗтмен çӗртен, сарӑмсӑр вилет. «Пӗр вӑхӑт тӗнче тӗттӗмленсе юлнă пек туйăнчӗ», –  тесе аса илет çав çулсене вăл. Анчах вилнӗ ҫын хыççăн вилме пулмасть, Рамиль ывӑлне пăхса ӳстересси пур. Йăх-несӗлтен килекен çирӗплӗх, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗренни, хăйне малашне телей кӗтнине шанса, чăмăрне  чӑмӑртаса малалла утать, çамрăк, тăлăх хӗрарăм.  Ҫапла пулса тухать те. Пурӑнç çулӗ ҫине Фарит Азизов текен каччӑ килсе тухать. Вӑл Сабантуй уявӗсенче кӗрешсе паттăра юлакан кӗрешекенсенчен пӗри пулать. Шăписене пӗрле çыхăнтарса, вӗсем пӗр-пӗринчен ӗмӗр уйрӑлми пулса, пурнăçа малалла тăсаççӗ. Ҫурт тума тытӑнаҫҫӗ. Çемьене туллилентерсе хӗрӗ Миляуша çут тӗнчене килет. Пурнӑҫ йӗркеленнӗ ӗнтӗ, телей çакă ӗнтӗ, тенӗ вăхăтра мăшăрӗ Фарит чирлесе ӳкет. Чирпе кӗрешме тытӑнаҫҫӗ. Анчах... Чир вӑйлӑрах пулса тухать. Çап-çамрăк ҫыннăн пурнăçӗ татăлать.

Каллех мăшăрсăр. Ку хутӗнче икӗ ачапа... Ҫӗрлесерен вӑл Турăран йăлăнса: «Турӑҫӑм! Çак икӗ ачама пăхса ӳстерме, ура çине тăратма вăй-хăват парсамччӗ мана!» – тесе тархаслать.

Тата ҫакна каласшӑн: ку ӑрура тӑванлӑх та çирӗп. Çӗнӗ Кахăрлăн шурсухалӗ, имам-хатибӗ пулнă, Минетулла Садыков ачисене йывăрлăхсенче те, савăнăçра та тӑван пулса юлма, пӗр-пӗрне пулӑшма кирли ҫинчен мӗн ачаранпах вӗрентет. Садыковсем ачаранпах проблемӑсене пӗр-пӗринпе ҫеҫ татса пама, хуйхӑ-суйхӑ килсе тухсан (пурнăçра ун пекки те пулать – питӗ ҫамрӑкла амӑшӗ вилет) пӗрле тӳссе ирттерме, савӑнӑҫӗсене пӗрле пайлама, пӗр-пӗриншӗн мăнаçланма хӑнӑхса ӳсеççӗ. Пӗр кун та ӗçсӗр тăманни, ҫынсем хушшинче пулни те Дилюза Азизована хуйхă-суйхăсене çӗнтерме пулӑшать.

– Эпир, ҫемьере пилӗк хӗр, шкулта вӗреннӗ чухнех ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентӗмӗр. Пӗри теприне мӗн пӗлнине вӗрентрӗмӗр. Аллине çыхмалли йӗпсем тытса курнă çынсем пӗлеççӗ пулӗ – алӑ ӗҫӗ чун киленӗçӗ парать, савӑнтарать. Паян та манӑн пушӑ вӑхӑт килсе тухрӗ иккен – çыхма ларатăп, – тет Дилюза ханум.

Темӗн те пӗр  – пальто таранах ҫыхать, ҫӗлет вăл. Ҫӑм алсишпе нуски ҫинчен каламалли те ҫук. Вӑл вӗсене ачисене, мӑнукӗсене парнелет, «Ӑшӑ ҫурт» приютри ачасене леҫсе парать. Нумай пулмасть ҫыхнӑ ӑшӑ тумтирсене Донецк тата Луганск Халӑх Республикисенчи ачасене тата пӗччен пурӑнакан ватăсене те ярса пачӗ.

Эпӗ те, ҫак ял ҫынни пулнăран, Минетуллапа  Альфинур Садыковсен  ачисем юрра-ташша хастар пулнине пӗлетӗп. Ял клубӗн сцени ҫинче лартнӑ пӗр спектакль те, концерт та вӗсем хутшӑнмасӑр иртместчӗ. Дилуза та, аслă çулсене çитсе пынă вăхăтра та, сцена çинче питӗ çăмăллăн ташлать-ха. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пур енчен те питӗ хастар ҫын. Ҫавӑнпа та пулӗ ӑна Пенсионерсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пыма та шанаççӗ.  Халӗ ӗнтӗ, çавна май, Дилюза Азизова аслă çулсенчи çынсен ӗҫне палăртассишӗн, вӗсен кулленхи пурнăçӗшӗн тăрăшса активлă ӗç-хӗл илсе пырать. Хӑйсем туса илнӗ, пӗçернӗ продукцийӗсемпе вӗсем тӗрлӗ куравсенче хутшӑнаҫҫӗ, социаллӑ сетьсене сӑнакансем вара вӗсем тӗрлӗ каçсем йӗркелесе ирттернине, экскурсие ҫӳренине те пӗлсе тăраççӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех Турă пуррине тата пӗрлӗхе ӗненнӗскер, Дилюза Азизова медресере вӗренет, тӗн пӗлӗвӗ илет, кӗлӗ (намаз) вулать.

Канăçсăр чунлă, тăванӗсен, тăван енӗн, ял çыннисен хакне пӗлсе пурăнакан Дилюза Миннетулловнăна малашне те пысӑк ăнăçусем тата ачисенчен тимлӗх, савăнăç сунатпӑр. Ҫынсемшӗн тунă ырă ӗçӗ хăйне те  каялла ырăпа таврăнтăрччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев