Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ырӑ кӑмӑллӑ волонтер

Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакан Ирина Ярзуткина — нумай енлӗ профессионал. Вӑл картинăсене тӗрлесе те, мозаикӑпа та ăсталанине нумайӑшӗ пӗлмест те пулӗ.

Эпӗ те ӑнсӑртран кăна паллашрăм. Вӗсем çемьере 6 пӗртăван хӗр ӳсеççӗ. 

— Ялта вӑл ҫулсенче участок больници пулнӑран-и, эпир, пурсăмăр та, медицина сестри пулма ӗмӗтленеттӗмӗр, — тет Ирина. 

Вӑл, хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас тесе, Пӑвари медицина училищине вӗренме кӗрет, ăна вӗçлесен Упири участок больницинче ӗҫе пуçăнать. Пӗр ял каччипе Петр Михайловичпа çемье çавăрать, унтан вӗсем Ульяновск хулине куҫса каяççӗ. 

Ҫулсем иртсен, шăпа Ярзуткинсен ҫемйине каялла, хăйсен енне, Ҫӗнӗ Упи ялне илсе килет. Малтан Ирина ялти шкулта лаборантка пулса ӗҫлет, унтан хăйӗн специальноҫӗпе Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Канаш поселокне фельдшер пулса, ӗçе вырнаҫать. Унта вăл, 2022 ҫулччен, тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вăй хурать. 

Ҫакӑн хыҫҫӑн, ӑна ялти ветерансен совечӗн ертӳçи пулма палăртаççӗ. Тӗрлӗ каçсем ирттерет вӑл аслă çулсенчи ял ҫыннисемшӗн. Пӗрле вӗсем скандинави патакӗсемпе те çӳреççӗ, велосипедпа çӳрес енӗпе ăмăртусем те йӗркелеççӗ, хӗлле йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ, шахматла тата шашкӑлла выляҫҫӗ — шутласа кайсан, вӗсем шутсăр... 

Ирина пӗчӗкренех ал ӗҫӗпе интересленет, ҫак ӑсталӑха ӑна амӑшӗ вӗрентет. 4-мӗш класрах вăл хӑйӗн валли кофта çыхса тӑхӑнать. Ҫак заняти ӑна аслă çулсенче те кирлӗ пулса тухать — вӑл ял ҫыннисене «тӗлӗнмелле йӗп» тесе ят панă, çыхас енӗпе мастер-класс кӑтартма пуҫлать. Шӑрҫапа, атлас ҫиппе тӗрлет. Килти краватьсем çине сармалли çи виттисене, минтер пичӗсене те хăех ҫыхнă. Мӑнукӗсене те кофтăсемпе жилетсем, пуканнесем, тӗрлӗ юмахри паттӑрсене пуканесем çыхса панă. Ӳкерчӗксене те питӗ ăста тăвать, вӗсене шӑрҫапа, мозаикӑпа илемлетет. Вун-вун картина ӳкернӗ. Кӗленче рамӑра вырнаҫтарнисем пӳрчӗн стенисене илемлетеҫҫӗ.

Ирина Спиридоновна тата волонтер та. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе, Упи ялӗн Культура çурчӗн зданийӗнче «Доброе сердце» волонтерсен клубне йӗркеленӗ.

— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсене мӗнле те пулин пулӑшас кӑмӑлӑм мана ял ҫыннисемпе пӗрле «Доброе сердце» тесе ят панă волонтерсен клубне йӗркелеме хистерӗ. Эпир, пенсионерсем, хамӑр ял ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухассине йӗркелерӗмӗр. Кашниех хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшрӗ, ялтан тухса кайнӑ, ытти хуласемпе облаҫсенче пурӑнакан хамӑр ял ҫыннисем те айккинче юлмарӗҫ. Ун хыççăн маскировка сеткисем ҫыхма та тытӑнтӑмӑр, — тет Ирина Спиридоновна. 

Вӗсем те 130а яхӑн сетка ҫыхса, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ. 

Ирина Спиридоновна ырӑ кӑмӑллӑ, хастар волонтер кӑна мар, мӑшӑрӗшӗн юратнӑ арӑмӗ те, икӗ ачишӗн хаклӑ амӑшӗ те, пилӗк мӑнукӗшӗн — юратнӑ асанне-кукамай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев