Ырӑ кăмăллă Кадрия
Вăл уçă кăмăллă. Унӑн сапăрлăхӗпе тӳсӗмлӗхӗ те тӗлӗнтерет
Шӑпи уншăн савӑнӑҫне те, хуйхине те туллин хатӗрлесе хурать.
Чухăн, тăхăр ачаллă, вăрçă ветеранӗн Кадир пиччен çемйинче пиллӗкмӗш ача, йӗкӗреш хăраххи пулса çуралать Кадрия аппа. Çамрӑкранах вичкӗн, хастар пулать. Шкулта 7-мӗш класа пӗтернӗ хыҫҫӑн, малтанласа, фермӑра ӗҫлет, пӗр вӑхӑтрах каҫхи шкулта та вӗренет. 1962-66 ҫулсенче вара ялти медпунктра санитарка пулса ӗçлет. Кашни ӗçе вӗçне çитерсе пурнăçлакан ӗçчен хӗре ял совет депутатне суйлаççӗ. 1966 ҫулта Матак ял советне секретарь пулма çирӗплетеççӗ. Çак ӗçе вăл 1973 ҫулччен, тӗплӗн пурнăçлать. Ăста йӗркелӳçе, кашнинпе пӗр чӗлхе тупа пӗлекен Кадрия аппана 1973 ҫулта ялти Культура çуртне ертсе пыма çирӗплетеççӗ. Ҫав ҫулсенче ҫӗнӗ клуб ҫурчӗ тума пуçланă, тӗрлӗ инстанцисене çӳресе, пулӑшу ыйта-ыйта клуб çуртне туса пӗтерсе, хута яма тăрăшать Кадрия аппа. Унтан кирлӗ оборудовани туянас, концертсемшӗн наци тумӗсем тупас... шутласа кайсан пурнăçланă ӗçсем шутсăр, çак ӗçсен пуçламăшӗнче вара пӗчӗккӗ пӳ-силлӗ хевтеллӗ, хастар Кадрия аппа тӑрать. Культура ӗҫӗ те чӗрӗлсе каять ялта, тӗрлӗ ялсене кайса концертсем лартса, культура ҫурчӗшӗн кирлӗ пулнă ытти оборудованиллӗ те пулаççӗ вӗсем. Çар службине каякан салтаксемшӗн клубра ăсату каçӗсем йӗркелени çинчен аслă çулсенчи ял çыннисем паян та аса илеççӗ-ха.
Мăшăрӗпе Рафаэль пиччепе виҫӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Пӗрле вӗсем ҫурт туса лартаҫҫӗ, савӑнса пурăн та пурăн кăна. Анчах пурте эпир шутланă пек пулмасть çав... Ачасемпе савăнса пурăннă чухне Рафаэль пичче чӗре чирӗпе, сасартӑк, пурнăçран уйрăлса каять. Пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурăнмалли чухне, 35 ҫулта виҫӗ ачипе тăлăха юлать Кадрия аппа. Шӑпа сăнавӗсене пӑхмасӑр, виçӗ ачине пӗр вăхăтрах ашшӗ те, амăшӗ те пулма хăйӗнче вăй тупать. Паянхи кун тӗлне, Кадрия аппан ывӑлӗсем Фаниль, Фанис тата Фаиль кашнийӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем, ҫемьеллӗ, хӑйсем ачасем ӳстереҫҫӗ. Питӗ çамрӑклах чиртен сывалайман, йӗкӗреш хăраххин Камария аппан тăлăха юлнă ачисене те тӗрек пулать Кадрия аппа.
Тивӗçлӗ канăва тухсан Кадрия аппа тӗн çулӗ çине пусать, мадресере вӗренсе тӗн пӗлӗвӗ илет. Амӑшӗн тӗслӗхӗнче ачисем те тӗне хисеплесе, йӑла-йӗркесене тытса пурăнаҫҫӗ.
Ялти мечӗтре юсав ӗçӗсем ирттерессишӗн тăрăшса çӳрекенсенчен пӗри пулать статьян геройӗ. Ăçта кăна каймасть-ши, мечӗт юсас ӗç енӗпе ыйтупа кам патӗнче кăна пулмасть-ши çав çулсенче Кадрия Хисамутдинова. Вӑл тытăннă ӗç яланах лайăх пулать.
Паянхи кун Кадрия аппа ялти ветерансен совечӗн, мусульмансен пӗрлӗхӗн ертӳçин тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ялти пӗр мероприяти те Кадрия аппа хутшăнмасăр иртмест.
Юнашар ачисем, 5 мăнукӗ, тăванӗсем, пӗр ял çыннисем. Пуриншӗн те тăрăшса, вӗсен хуйхи-суйхисене чӗрине çывăха илсе пурăнать вăл. Ачисем, мăнукӗсем, кашни эрнере килсе, халне пӗлсе, пулăшса тăраççӗ. Юбилейне ачисем, мăнукӗсем, çывăх çыннисем, пӗр класра вӗреннисем, кӳршисем пуçтарăннăччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев