Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫын ӗҫӗпе мухтавлă

Отставкăна тухнă офицер халӗ те стройра

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче Лянкинсен ҫемйинче икӗ ача ӳсет: Валентинăпа Владимир. Тыл ӗçченне, унăн амăшне вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи çулсенче ачисене ура ҫине тӑратма питӗ йывӑр пулать. 

Хул-çурăмӗ çирӗпленсе те çитмен Владимирăн килти хуҫалӑхра пулӑшма кӑна мар, каникул вӑхӑтӗнче те колхозра сухаҫӑ пулса ӗҫлеме те, ҫавӑн пекех, тӗрлӗ ӗçсене те пурнăçлама тивет. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи тулли мар шкултан ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухса, вӑтам пӗлӳ илес тесе, вӑл Ульяновск облаҫӗнчи Цильна районӗнчи Кивӗ Улхаш вӑтам шкулне вӗренме çӳрет, 1965 ҫулта унтан вӗренсе тухать. Шкулта вӗреннӗ чухне Владимир спортпа интересленет. Шкул тата район, ҫавӑн пекех, область шайӗнчи ӑмӑртусенче, ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе призер е ҫӗнтерӳҫӗ пулса пырать. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыççăн, вӗрентекен кадрсем ҫитменнипе, ӑна Чăваш Паснапуçӗнчи сакăр çул вӗренмелли шкула пӗр ҫуллăха пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулма палăртаççӗ.

Владимир Николаевич 1966 ҫулта çар службине каять. Ӳт-пӗвӗ хатӗрлӗхлӗ тата спортри ăнăçăвӗсене шута илсе, ӑна чикӗ хӗрринчи ҫарсене службăна яраççӗ. Вӗренӳ пунктӗнче виçӗ уйӑх пулнă хыççăн, сакӑр уйӑх кӗҫӗн командирсен составӗн шкулӗнче вӗренсе, кӗҫӗн сержант ятне илет. Çар чаҫӗн командованийӗ, унăн организаторла пултарулӑхӗпе пуҫарулӑхне курса, ăна Мускава кӗҫӗн лейтенантсен виҫӗ уйӑхлӑх курсне яраççӗ. Владимир Николаевич курсран вӗренсе тухсан, 1967 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа 1969 ҫулччен, Литва территорийӗнче чикӗри застава начальникӗн политика енӗпе çумӗ пулса ӗҫлет. Лейтенант званийӗнче виҫӗ ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа службăра тăнă хыҫҫӑн, ӑна запаса кăлараççӗ. Пӗлӳллӗ, коммунист, ҫынсемпе хутшӑнма тата мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп çын пулнӑ май, ӑна партин Ҫӗпрел районӗн комитетне организаципе парти пайӗн инструкторӗ пулса ӗҫлеме сӗнеççӗ.

Тепӗр ҫултан, 1970-71 ҫулсенче,  Ульяновск облаҫӗнчи Цильна районӗнчи Богдашкинăри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула тӑван (чӑваш) чӗлхепе литература вӗрентекенӗ пулса, педагогика ӗҫне каялла таврӑнать. Владимир Николаевич ӗçленӗ хушăра тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Ульяновскри патшалӑх педагогика институтне ӑнӑҫлӑн вӗҫлесе, аслӑ пӗлӳ илет. «Физическое воспитанийӗ» специальноçпа. аслӑ квалификаци категорийӗнчи вӗрентекен пулса шутланать.  1971 ҫултан пуçласа Владимир Николаевич Цильна вăтам шкулӗнче малтан пуҫламӑш çар хатӗрлевӗн вӗрентекенӗ, хальхи вăхăтра ОБЖ преподавателӗ-организаторӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. Унӑн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ  –  53 ҫул ытла.

ОБЖ преподавателӗ-организаторӗ пулса ӗҫленӗ хушăра унăн вӗренекенӗсенчен 80ран ытларахăшӗ офицер, хальхи вăхăтра вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче службӑра тӑраççӗ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе, вӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн тӗслӗх пулса тӑрса, ҫамрӑксем хушшинче патриотла ӗҫ илсе пынишӗн мăнаçланать.  

Владимир Николаевичӑн вӑрӑм та тухӑҫлӑ ӗҫӗн вăрттăнлăхӗ пӗр вырӑнта вӗрентекен пулса, ҫур ӗмӗр ытла педагогика стажӗпе пӗрле сывă пурнăç йӗрки илсе пыни те тата обществăлла пурнӑҫăн тӗрлӗ сферисенче рабочи поселокӗн тата шкул, çаплах, районпа Ульяновск облаҫӗн шайӗнче те пурнӑҫ позицийӗнче нумай ҫул активлă тăни – тӗп фактор.  Тӗслӗхрен, районти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑннӑшӑн вăл Ульяновск облаҫӗнчи Цильна районӗн «Хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫнӗ, 2005 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен Владимир Николаевич Цильна районӗнчи çутӗçпе наука ӗҫченӗсен профсоюзӑн ирӗклӗ районти комитечӗн ертӳçин ӗçне илсе пырать. Вырӑнти ял тăрăхӗн совечӗн депутатне Владимир Николаевича, 2005 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен пӗр тăтăш виçӗ созывра  «Цильна хула тăрăхӗ» муниципаллă пӗрлӗхсен депутачӗсен Совечӗн председателӗ пулма та пысӑк шанӑҫ парăнать. Владимир Лянкин Цильна хула тăрăхӗ ҫумӗнчи ирӗклӗ халӑх дружинин штабӗн начальникӗн чылай пысӑк хушӑвӗсене пурнӑҫлама ӗлкӗрет, çак участокри общество ӗҫӗшӗн вӑл 2007 ҫултан пуҫласа хальхи вӑхӑтчен яваплă. Вӑл, ҫавӑн пекех, 18 ҫул тӑршшӗпех ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлесе, шкулсен ОБЖ преподователь-организаторӗсен методика пӗрлешӗвне ертсе пырать. Владимир Николаевич, 2020 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа, хальхи вӑхӑтчен  Цильна муниципаллă районӗн пӗрлӗхӗн Общество палатин членӗ пулса тăрать. Ӗç ветеранӗ.

Çын хӑйӗн ӗҫӗпе мухтавлă, теççӗ. Унӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене патшалӑх наградисемпе пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Владимир Николаевич пӗрремӗш ҫар наградипе мăнаçланать. Ку вӑл, демобилизаци пуличчен 1969 ҫулта, чикӗри ҫарсенче службӑра чыслă тӑнӑшӑн,   2141-мӗш номерлӗ ҫар чаҫӗн командованийӗнчен Хисеп грамоти. Васкавлӑ служба вӑхӑтӗнче ахаль салтакран пуçласа офицера çити ҫар званийӗ таран çӗкленесси ун чухне  сайра çеç пулнӑ, анчах вӑл çар ӗҫне пӗлсе, ҫине тӑрса, хăйӗн хастарлăхӗпе тӗллевӗсене пурнăçлать. Нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Владимир Лянкина районăн, облаçăн тӗрлӗ шайри Хисеп хучӗсемпе, Дипломсемпе наградӑлаççӗ.

Владимир Лянкина вӑтам пӗлӳ илме ҫӑмӑлах пулман. 8 класс хыҫҫӑн, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вӗренекенсен ушкӑнӗпе, кирек мӗнле ҫанталӑкра та, 4 ҫул хушши 5-6 ҫухрӑмри Кивӗ Улхаш ялне çуран ҫӳрет. Шăпа çапла пулнă пулӗ, шăпах вӗренӳ вăхăтӗнче кӳршӗри Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ, пӗр класра вӗренекен Лидия Кибеневӑна тӗл пулать. Вӗсем вӗренсе пӗтериччен ҫеҫ мар, шкул хыҫҫӑн та 3 ҫул хушши юратăва упраса, офицер ҫартан чыслӑн та тивӗҫлӗн служить туса таврăничченех çыхăну тытаççӗ.

1969 ҫулхи июль уйӑхӗнче ҫамрӑк ҫемье йӗркеленет. Владимир Николаевичпа Лидия Петровна 2 ывӑлпа 2 хӗр ҫуратса ӳстереççӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ашшӗн профессине суйласа, педагогика пӗлӗвӗ илнӗ: Людмила – акӑлчан чӗлхине вӗрентекен, кӗҫӗнни Николай – физкультура вӗрентекенӗ. Ачасенчен тата йăх-несӗле тăсакансенчен ҫывӑхраххи мӗн пулма пултарать-ха: тăван килте ачисемпе 6 мӑнук пуçтарăнни ваттисемшӗн яланах савӑнăç.

Владимир Николаевич хӑйӗн тӑванӗсене те манмасть. Вӑл час-часах Çӗнӗ Йӗлмел ялне килсе çӳрет. Кунта унӑн тăван аппăшӗн ачисем Зойӑпа Петр пурӑнаҫҫӗ. Вăл вӗсен пурнӑҫӗпе интересленет, паллах ӗнтӗ, аслашшӗпе асламăшӗн, ашшӗ-амӑшӗн вилтӑприсене кайса курма та манмасть.  Ҫавӑн пекех хӑйӗн пӗрремӗш шкулне те кӗрсе тухать, хӑйӗн вӗрентекенӗсене, тантӑшӗсене аса илет.

Хамӑн ентешӗмпе тӗл пулсан, унпа калаҫнă хушăра хальхи ҫамрӑксене, аслă пурнăç çулӗ çине тухакансене, Владимир Николаевич мӗн сӗннӗ пулӗччӗ-ши, тесе интереслентӗм. Вăл профессие чунпа суйласа илес тесен, профиль предмечӗсемпе экзамен тытмалла, суйласа илнӗ вӗренӳ заведенине шанчӑклӑн кӗрес тесен, лайӑх хатӗрлӗхлӗ пулмалла, çакă яланах усăллă пулни, ҫакна тума сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пымалла, спортпа туслашмалла, обществӑлла усӑллӑ ӗҫрен пӑрӑнмалла мар, производство ӗҫне юратмалла, хӑвӑн умӑнта уҫӑмлӑ тӗллев тытмалла, ҫав хушӑрах ăна çӗнсе илме тӑрӑшмалла, ҫемьепе обществӑшӑн усӑллӑ  çын пулмалла, терӗ.

                                                                  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев