Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ылтăн шайба» призӗшӗн турнир

Спорт тата сывӑ пурнӑҫ йӗркин декадине малалла тӑсса, «Алтын Барс» пӑр аренинче «Ылтӑн шайба» клубӗн призӗшӗн хоккей енӗпе традицилле турнир иртрӗ

Хоккей енӗпе район турнирӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ячӗшӗн тӑватӑ команда: Кивӗ Кахăрлă, Хулаҫырми, Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗсен тата районти спорт шкулӗн (Кивӗ Ҫӗпрел) спортсменӗсем вăй виçрӗç.

Ăмăртусене уçмалли уявра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров спортсменсене тата спорта юратакансене саламласа, вӗсене илемлӗ вӑйӑсем тата ҫӗнтерӳ сунчӗ.

Пӑр ҫине чи малтанхисем пулса, Кивӗ Тăваньел вӑтам шкулӗн тата районăн спорт шкулӗн командисем тухрӗҫ. Вӑйӑ районти спорт шкулӗн спортсменӗсем ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ. Иккӗмӗшӗсем пулса, Хулаçырми тата Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗсен командисем вăй виçрӗç. Пӗрремӗш, иккӗмӗш вырӑнсемшӗн спорт шкулӗ тата Хулаçырми вӑтам шкулӗн командисем вылярӗç.

Вӑйă пӗтӗмлетӗвӗсем районăн спорт шкулӗн ҫамрӑк хоккеисчӗсем  питӗ вăйлă пулнине кăтартрӗç. Вӗсем пӗрремӗш вырăна йышăнчӗç, иккӗмӗш вырăна – Хулаçырми вӑтам шкулӗн команди тата виҫҫӗмӗш вырăна Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗн команди тивӗçлӗ пулчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров призлă вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Диплом тата ылтӑн, кӗмӗл, бронза медальсемпе парнелерӗ. Районти спорт шкулӗн командин хапхаçи Илья Ильин «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Хулаçырми вăтам шкулӗн командин тапăнаканӗ Андрей Тихонов «Чи лайӑх тапӑнакан» тата Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗн командинчен Ильназ Зяббаров «Чи лайăх хӳтӗлевçӗ» ятсене тивӗçлӗ тесе йышăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев