Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ылтăн кӗркунне сăн-питсем ан салхулланччăр!

Паян Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне ватӑрах ҫынсем тӳрӗ килеççӗ.

Вӗсем хушшинче хăйсен активлă пурнӑҫ йӗркине тытса пынипе тӗслӗхлӗ пулнисем те сахал мар. Пенсионерсен канăвне, вӗсене пӗр-пӗринпе хутшăнтарассине йӗркелесе çӳрекен Раҫҫей пенсионерӗсен Союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн ертӳçипе Дилюза Азизовапа калаçу йӗркелерӗмӗр.

— Дилюза Миннатулловна, районти пенсионерсем мӗнле пурӑнни ҫинчен, вӗсен паянхи пурнӑҫӗ, кулленхи йăла ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫар-ха кăштах?

— Малтанласа çакна калас пулать, пенсионерсен активлӑхӗ, пурнӑҫа юратни, ывӑнма пӗлменни, ҫынсемпе хутшӑнса калаçма тăрăшни тата çакăнтан камăлӗсене хăпартлантарма ăнтăлни кашнин чун-чӗринче ăмсану туйăмӗ те, хăш-пӗрне тӗлӗнтерет те.

Пирӗн районта ҫичӗ пине яхăн пенсионер шутланса тăрать. Тата ҫакна та каласа иртес пулать: халӗ тивӗҫлӗ канӑва тухакан пенсионерсем 30-40 ҫул каяллахи пенсионерсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Хальхинче энерги те ҫителӗклӗ, сӑн-сӑпачӗ те лайӑх сыхланса юлнӑ. Тен, ҫакна пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланса пынипе тата килти ӗҫсем кӑштах чакнипе ӑнлантарса памалла пулӗ. 
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан аслă çулти çынсем. Вунпилӗк ҫула яхӑн вăтăра пенсионер эрнере пӗр хут тӳлевсӗр «Акчарлак» шыва кӗмелли бассейна ҫӳрет, тренажер залӗнче хăнăхусем илеççӗ. Йӗлтӗрҫӗсен пӗр ушкӑнӗ районти, зонӑри тата республикӑри ӑмӑртусене хутшӑнать. Çуллахи ӑмӑртусенче, спартакиадӑсенче хутшӑнма çӑмӑл атлетика енӗпе пирӗн питӗ лайăх команда пур. Район шайӗнче ирттерекен волейбол ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнатпӑр. Шашкăпа шахмат енӗпе республика шайӗнче палăрнă спортсменсем пур. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫуллахи Спартакиадӑра пирӗн сборный команда республикӑра улттӑмӗш вырӑна йышăнчӗ. 

«Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» шахматпа зона тапхӑрӗнче Чӑваш Çӗпрел ялӗнчен Афанасьевсен ҫемйи бронза медальсене ҫӗнсе илчӗ. Хӗллехи уйӑхсенче йӗлтӗр базинче канассине практикăна кӗртрӗмӗр. Темиҫе теҫетке пенсионер йӗлтӗрсем ҫине тӑраҫҫӗ, кайран вӗри чей ӗҫсе, вӑрманти уçă сывлӑшпа сывласа, каялла таврӑнаҫҫӗ. Юбилейсене те ҫутҫанталӑк ытамӗнче усӑллӑ ирттерме тӑрӑшатпӑр.

— Хăвăр ертсе пыракан уйрăмăн ӗҫ-хӗлӗ çинчен те каласа иртсемӗрччӗ...

— Уйрăмăн ӗҫ-хӗлне илес пулсан, темиҫе ял тӑрӑхӗнче пирӗн пуçламăш организацисем ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, вӗсене нумайрах пултарасчӗ. Ҫакна тума кашни ялтах активлă, энергиллӗ тата тӗк тӑма юратман ҫынсене тупса, организацисем йӗркелемелле. Кӑҫалхи çулăн пӗрремӗш ҫурринче эпир кашни квартала пӗрлехи пуху тата виҫӗ лару ирттертӗмӗр. 

Пирӗн уйрӑмра 36-72 сехет программăпа компьютер вӗрентӗвӗн курсӗсем, «Право пӗлӗвӗсен никӗсӗсем», «Сывӑ пурнӑҫ йӗркин никӗсӗсем», «Тӑван ен историне тата араб чӗлхине вӗренмелли» пек курссем ӗҫлеҫҫӗ. Ларусенче эпир вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли тата халӑха ытларах явӑҫтармалли ҫӗнӗ майсем шыратпӑр, пӗр-пӗрин шухăшӗсемпе паллашатпăр. Пенсионерсен союзӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине уявлас енӗпе ятарлӑ программӑпа пысӑк ӗҫ илсе пырать. Тыл ветеранӗсен ҫамрӑклăх çулӗсем кăткăс вăхăта тӳрӗ килнӗ, ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑ- хӑватне ҫӗкленӗ вăрçă ачисен, пурнӑҫ опычӗ пуян пулнӑ, халӗ ҫеҫ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ çынсене, аслӑ ӑру çыннисен опытне хăйсенче йышӑнса илемлӗ традицисене кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упраса ӑрусен вӑчӑрине малалла тӑсакан ҫамрӑксене пӗрлештерес енӗпе те сахал мар пурнăçланать.

Пирӗн тӗп тӗллев — ҫитӗннисене пур мероприятисене те массӑллӑ хутшӑнтарассине çӗнсе илесси. Кӑҫалхипе пенсионерсен районти Сабантуйне иккӗмӗш хут ирттертӗмӗр. Пире яланах пулӑшнӑшӑн район пуҫлӑхне Марат Гафарова чун-чӗререн тав тӑватпӑр. 

—Дилюза Миннатулловна, Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ (декади) шайӗнче те питӗ нумай мероприятисем йӗркелесе ирттертӗр. Аслă çулсенчи çынсем кăмăллă юлчӗç-и?

— Ватăлса пынă çемӗн çыннăн чун-чӗри çемçелет. Аслă çулсенчисене пурăнмашкăн мӗнпур условисем пур. Пӳрчӗсем ăшă, пенси килсе тăрать. Вӗсене пурӗ те ăшă хутшăну, ырă сăмах, тимлӗх кăна кирлӗ. Çаксене шута илсе декада пынă вăхăтра питӗ нумай мероприяти те йӗркелерӗмӗр. Парксенче юрă-ташă, вăйăсем, пӗрле пухăнса чей ӗçесси, Хусана — экскурси, открыткăсем валеçесси — çаксем çавсенчен хăш-пӗрисем кăна. Аслă çулсенчисем, хăйсен черетӗнче, тата та тӗлпулусем кӗтсе питӗ кăмăллă юлчӗç.

— Мӗнпур пенсионерсене, пуринчен ытла, сывлӑх сунас тетӗп. Çамрӑк ӑрӑвăн, ачăрсен тата тӑванăрсен хисепне туйса, иксӗлми хастарлӑхпа тата та нумай ҫул пурăнма, вӑрӑм та телейлӗ пурнӑҫ пурăнмалла пултăрччӗ. Тăнăç пурнӑҫӑн кашни минучӗшӗн тав туса, пӗрле пурăнар!

— Калаçăвăршăн тавтапуҫ, Дилюза Миннатуловна, аслă çулсенчисен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ырă ӗçӗрте тата та пысӑк ҫитӗнӳсем çӗнсе илме сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев