Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йӗлмелӗнчен – Германие çити

Любовь Трофимова

Хаçатăн кăçалхи 13 номерӗнче 1941 çулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче фронта каяс умӗн ентешсем пуçтарăнса сăн ӳкерӗннӗ фотопа, «Шăписем мӗнле пулнă-ши?» ятлă статья пичетленсе тухрӗ. Çак сăн ӳкерчӗкре хыçалти ретре варринче тăракан салтак, манăн хуняçа – Илья Трофимов. Унăн кун-çулӗ çинчен кӗскен çырса кăтартас терӗм. Мӗншӗн тесен, хăйсен пурнăçӗсене, сывлăхӗсене шеллемесӗр пире тăнăç пурнăç парнеленӗшӗн  вӗсем çакна тивӗçлӗ, вӗсен ячӗсем Тăван çӗршывăн историйӗнче çырăнса юлнă.

Илья Трофимов1913 çулта çуралнă. Вăл пӗчӗккӗ чухнех амăшӗ вилет. Ăна тата виçӗ тетӗшне  Дмитрие (1905 ç.),  Петра (1908 ç.)  тата   Василие   (1911 ç) ашшӗ Степан пăхса ӳстерет. Вăхăчӗ йывăр пулсан та, Трофимовсен çемйи выçлăхпа касăлман, вӗсен килӗнче лаша та пулнă, ӗне те усранă. Илья 1924 çулта Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче 4 класс пӗтерет. 1935 çулта çитӗнсе çитнӗ каччăна çар службине илеççӗ, унта вăл, 2 çул кавалерист пулса, Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçлать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, август уйăхӗнче, вӗсен çемйинчен виçӗ пӗртăван Дмитрий, Василий тата Илья вăрçа тухса каяççӗ. Тӗп çуртра ашшӗ тата çав кунсенче ачи çуралма тивӗçлӗ пулнă Ильян мăшăрӗ Анастасия юлаççӗ.

Хусан хулинче пуçтарăннă салтаксене вара çар меслечӗсене, хăнăхăвӗсене вӗрентеççӗ. Астăватăп-ха, хуняçа унти командирсене час-часах аса илетчӗ. «Вӗсем питӗ ăслă, тимлӗ пулчӗç, пире патриотизм туйăмӗпе  лайăх воспитани пачӗç», – тесе калатчӗ.

Илья Трофимова Хусанта 352-мӗш стрелоксен дивизине связист пулма палăртаççӗ. 1941 çулхи октябрь уйăхӗнче эшелонсемпе Мускав çумӗнчи Химки хулине илсе каяççӗ. Илья Трофимовăн вăрçă çулӗ Волоколамск енче Мускава нимӗç фашисчӗсенчен хӳтӗлесе хаяр çапăçусенче хутшăннинчен пуçланать. Эпӗ çаксем çинчен пурне те тӗплӗн пӗлмен те пулăттăм, енчен те нумаях пулмасть Г.М.Дюрягинăн 1982 çулта пичетленсе тухнă «Сквозь пламя войны» кӗнекине вуламан пулсан. Çак кӗнекере автор докуменсем тата вăрçăра хутшăннă салтаксем каласа панă тăрăх çырнă, 1941 çулта Хусанта пичетленнӗ. Произведенире 334-мӗш стрелоксен дивизийӗн çул-йӗрӗ çинчен тӗплӗн çырса кăтартнă. Кӗнекене вуланăçемӗн хуняçа каласа панисем аса килчӗç. Унта фашистсем чакса пынă май ялсене çунтарса пынине, нимӗçсемпе пирӗн салтаксен çапăçу линийӗ хушши çывăхах пулни, час-часах тăшмансемпе тытăçăва кӗни, нимӗç фашисчӗсен салтакӗсене плена илни тата совет салтакӗсен паттăрлăхӗсене сăнласа панă вырăнсем питӗ нумай. Хăйсене шеллемесӗр, паттăрлăх кăтартса, юнпа пӗвеннӗ çӗре вӗсем тăшмансенчен тасатаççӗ, Европа çӗршывӗсене ирӗке кăлараççӗ.

«Кăнтăр Прусси фронтӗнче çапăçнă совет салтакӗ Илья Трофимов 352-мӗш стрелоксен дивизийӗ составӗнче Германи çӗрӗ çине кӗрсе Тройсбург, Растенбург, Летцен, Цинтен хулисене тата Кенисбергăн кăнтăр хӗвел анăçне ирӗке кăларать. 1945 çулхи январӗн 25-мӗшӗнче Летцен йӗри-таврашӗнче Çӗпрел район каччи Илья Трофимов паттăрлăх кăтартса, тăшманăн вут-çулăм точки патне çывхарса граната ывăтать, вут-çулăм точки путланать. Сержант Илья Трофимовăн хăюллăхӗпе салтаксем атакăна çӗкленеççӗ, вӗсем хула хӗрринчи темиçе урама ирӗке кăлараççӗ», тесе çырнă çак кӗнекере.

Хăюллă салтак Илья Трофимов 3-мӗш Белорусси фронтӗнче малтан связист, 1944 çулхи январь уйăхӗнче 58-мӗш стрелоксен полкӗнче отделени командирӗ пулса тăшмана хирӗç çапăçать. Шел пулин те, вăл Берлина çитеймест, 1945 çулхи январь уйăхӗнче, Тройсбург хулинче тепӗр хут апрель уйăхӗнче, икӗ хутчен аманать.

Кашни çыннăн шăпи тӗрлӗрен. Илья Трофимовăн та Мускавран тытăнса Германие çитиччен тăшманăн вут-çулăмӗ айӗнче пулма тӳрӗ килет – вăл сывă юлать.

Паллах, паттăрлăх кăтартнă салтаксем наградăсене тивӗçнӗ. Илья Трофимов та 1942 çулхине Тав çырăвне тивӗçет, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин III степень, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» тата ытти орденсемпе медальсем унăн кăкăрӗ çине вырнаçаççӗ.

Сержант Илья Трофимов тăван ялне, госпитальте вăрах сипленнӗ хыççăн, 1945 çулхи июль уйăхӗнче кăна таврăнать. Унăн тетӗшӗ Дмитрий та вăрçăран ырă-сывах таврăнать, анчах тепӗр тетӗшӗ Василий, вăрçă хирӗнче, Тверь облаçӗнче тăшмансене хирӗç паттăррăн çапăçса, 1942 çулхи февраль уйăхӗнче пуçне хурать.

Мирлӗ пурнăçра Илья Трофимов тăван ялӗнче юхăннă хуçалăха ура çине çӗкленӗ çӗрте нумай вăй хурать. Яваплă ӗçсене пурнăçласа бригадир, ферма, ток заведующийӗ, Кивӗ Йӗлмел ял совечӗн пуçлăхӗ пулса ӗçлеме те тӳрӗ килет. Ăна икӗ хутчен Кивӗ Йӗлмел ял Совечӗн депутачӗ пулма та суйлаççӗ. Çав вăхăтрах мăшăрӗпе, Анастасияпа, 8 ача пăхса ӳстереççӗ. Ачисене те хăйсем пекех йӗркеллӗ, тӳрӗ кăмăллă, ӗçчен пулма вӗрентеççӗ.

Илья Трофимов, манăн хуняçа, 92 çулччен пурăнчӗ. Çак 92 çул хушшинче унăн нумайне курма тӳрӗ килнӗ: тăлăх пурнăçа та, вăрçине те, йывăрлăхсене те. Хăй 85 çулта пулсан та, эпир ӗçе тухса кайсан, вăл пирӗн çулталăк та сакăр уйăхри ачана – хăйӗн 15-мӗш чи кӗçӗн мăнукне, пӗр сăмахсăрах илсе юлатчӗ тата пăхатчӗ. Тавтапуç ăна пуриншӗн те!

Хăш вăхăтра пулсан та, Илья Трофимов пурнăçне тивӗçлипе пурăнса ирттерчӗ, хăйне лайăх енчен кăна кăтартрӗ. Тăван çӗршыв умӗнче тата ял халăхӗ хушшинче хисепе тивӗçлӗ тата тӗслӗхлӗ çын пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев