Хыпарсем

Ятарлă рейд вăхăтӗнче

Сентябрӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗҫченӗсем автотранспорт хатӗрӗсене ӳсӗрле çӳрекенсене тытса чарас тӗллевпе ятарлӑ рейд ирттерчӗç.

Мероприятие тӑватӑ экипажа явӑҫтарнӑ. Рейд вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 17 автотранспорт çӳретекене тытса чарнӑ, вӗсенчен пӗри автотранспортпа ӳсӗрле çӳренӗшӗн çакланнă.

– Ҫакӑн пек рейдсене малалла та ирттерсе тăрӗç, – тет ГИБДД уйрăмӗн  начальникӗн тивӗҫӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан, полицин аслă лейтенанчӗ Рамиль Шарапов.


Нет комментариев