Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ярмăрккӑсем иртеççӗ

Çӗпрелсем Хусанта, Батыршин урамӗнче суту-илӳ тăваççӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, ял хуçалăхӗнче тыр çи ӗçӗсем вӗçленсен, республикăн тӗп хулинче Хусанта, йăлана кӗнӗ, кӗркуннехи ярмăрккăсем иртеççӗ. Çак мероприяти кӑҫал та сентябрӗн 12-мӗшӗнче старт илчӗ.

Çӗпрелсем хулари ҫынсене аш, сӗт, ҫу, сырă, ҫӑмарта, ҫӑнӑх, пахчаҫимӗҫ, пыл, сахӑр песукӗ, кӗрпесем тата ытти фермер продукчӗсем сутаҫҫӗ. Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов каланӑ тӑрӑх, Хусана çăк тиенӗ 35 автомашина кайнă. Паллӑ ӗнтӗ, коронавирус пандемине шута илсе, суту-илӗве Роспотребнадзорăн мӗнпур требованийӗсене тӳрӗ килтерсе йӗркеленӗ.

«Цильна» общество иртнӗ çулсенчи пекех кăçал та кӗрхи тухăç тиенӗ виҫӗ машина янӑ. «Эталон-Агро» общество, хресчен-фермер хуçалăхӗсем, Ильмас Насыбуллин, Фаниль Зяббаров, Альфред Низамов, Айрат Салахов, Марат Исхаков, Ильдар Шарафутдинов пек уйрăм предпринимательсем,  Алешкин-Саплăк, Матак, Аслă Чăнлă, Шланка вӑтам шкулӗсем тата ҫак ял тӑрӑхӗсем те хăйсенчен тивӗçлӗ пай кӗртнӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илекенсене те Хусан çыннисем яланах кӗтсе тăраççӗ. Пирӗн тавар вӗсене пахалӑхӗпе, йӳнӗрех хакпа пулни илӗртет. Хусан çыннисем районти культура ӗҫченӗсен, пултарулăх коллективӗсен юрри-ташшисене те юратса пăхаççӗ, тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев