Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялти хисеплӗ,  хастар çын

Геннадий Карсаков,  Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи ветерансен Совечӗн ертӳçи

Çак илемлӗ çу кунӗсенче, Питрав уявӗ вăхăтӗнче, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Николай Петрович Мулеев çут тӗнчене килнӗ.

Çемьере вăл улттăмӗш ача пулса çуралать. Паянхи кун Микулай тете тата 7 пӗртăван шăкăл-шăкăл калаçса, туслăн пурăнаççӗ.

Николай Петрович вара, ашшӗпе амăшӗн тӗп çуртӗнче, хăйӗн мăшăрӗпе Гальăпа ӗнтӗ 45 çул пӗрле, пӗр-пӗрне ăнланса кун кунлаççӗ. Вӗсем 10 çул тивӗçлӗ канура пулсан та, ӗçпе канăва çыхăнтарса пурăнаççӗ, картиш тулли выльăх-чӗрлӗх, кайăк-кӗшӗк ӳстереççӗ.

– Ура утнă чух килте ахаль, телевизор анчах курса ларас килмест, усăллă ӗç туса, хамăр ачасене вăй çитнӗ таран пулăшас килет. 45 çула яхăн тӗрлӗ ӗçсенче вăй хутăм пулсан та, пысăках мар пенси укçипе анчах пурăнма çăмăлах мар, – тесе калаçать Микуль пичче.

Николай Петровичпа Галина Васильевна 3 ача ӳстерсе, пурнăç çулӗ çине тăратнă. Вӗсенчен иккӗшӗ, Владимирпа Наталья, педагогика енӗпе аслă пӗлӳ илнӗ, Ульяновск хулинче пурăнаççӗ. Вăтамми, Татьяна, район центрӗнчи «Магнит» лавккара сутуçă пулса ӗçлет.  Ачисем тата ултă мăнукӗ, пӗр кӗçӗн мăнукӗ тăван килне час-часах килсе тăраççӗ. Вăй çитнӗ таран пулăшма тăрăшаççӗ.

Микуль тетен ачалăхӗ çăмăлах иртмен, 14 çултанах Бауман ячӗллӗ колхозра плугарь пулса ӗç çулне пуçлать. Ялти Культура çуртӗнче киномеханик та пулса ӗçлет. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе Бишкек хулинче пурнăçласа таврăнсан, клубра илемлӗх ертӳçи, унтан 4 çул районти МСО тата КБО организацисенче шофер, колхозра бригадир пулса вăй хурать. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен Николай Петрович Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче, тивӗçлӗ канăва тухичченех, технологи тата музыка вӗрентекенӗ пулса ӗçлет.

Микуль тетен алли ăста, вăл хăмана касса эрешлес ӗçсене те лайăх пӗлет. Унăн дизайнер пултăклăхӗ те пур. Хăйӗн çуртне, хапхине, пӳрт ăш-чиккине кашни çыннăн кăмăлне каймалăх эрешленӗ.

Унăн тепӗр хобби – купăспа, баянпа вылясси. 10 çул ытла ӗнтӗ районти  «Хӗлхем» чăваш фольклор ансамблӗн гармонисчӗ пулса, чăваш юрри-ташшисене фольклор ушкăнӗпе пӗрле куракансене кăтартма пулăшать. Вӗсем иккӗн, тепри – Владимир Токмаков та (Кивӗ Чакă ялӗ) купăспа ăста вылять. Эпир вӗсемпе пӗрле районти, республикăри тата унăн тулашӗнчи тӗрлӗ фестивальсене, конкурссене, Акатуйсене активлă хутшăнатпăр. Нумаях пулмасть Аксубаево районӗнчи республика шайӗнчи «Уяв» праçникӗнче «Хӗлхем» фольклор ушкăнӗ чăваш халăх юрри-ташшисене кăтартма пултарчӗ.

Ялти хисеплӗ çыннăмăра, Николай Петровича,  малашне те мăшăрӗпе, ачисемпе, мăнукӗсемпе савăнса пурăнма çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, творчествăра ăнăçулăх сунатăп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев