Яланах асра юлĕç…
Астăвăм
Юрий Адъютантов
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕренпе 80 çул иртсен те, кашни çемьере киле каялла таврăнайманнисем, вăрçă хирĕнче аманса выртса юлнисем пур.

Килте ывăл-хĕрĕ тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтнĕ пулсассăн та, пурне те пӳрмен çав, амăшĕсем яланах аслă çул енне тинкерсе сывă килессе кĕтсе пурăннă. Шел. Хăрушӑ вăрçă миçе çамрăкăн ĕмĕтне татнă, çемьене аркатнă вăл. Кашни çемьен шăпи те тĕрлĕрен. Пирĕн çемьерен те асаттепе асаннен шăллĕсемпе тетĕшĕсем те таврăнманни паллă. Кĕскен вĕсем çинчен паллаштарас килет.
Алексей Николаевич Адъютантов, Пăва уесне кĕнĕ Чĕмпĕр кĕпернинчи Çĕнĕ Упи ялĕнче 1919 çулта хресчен çемйинче çуралнă.1939 ҫулта Хурӑнвар-Шӑхаль вăтам шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ. Çакăн хыҫҫӑн Аксури пуçламӑш шкулти учительсен уйӑхлӑх курсӗсене иртнӗ. Вӑрҫӑччен Çĕпрел районĕнчи Хулаҫырми ялĕнче пуçламăш шкулта ӗҫленӗ. 1939 çулта Хĕрлĕ ҫар хĕсметне мобилизациленнĕ. Вăрçă пуçлансанах фронта янă. Юлашки хут Белоруссири Минск облаҫӗнчи Дзержинский районӗнчен Станковое ҫыхӑну уйрӑмӗнчен янӑ ҫыру ҫирĕплетет. Тӑвансемпе ҫыхӑну вара 1941 çулхи сентябрьтен татӑлнӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ тенĕ.
Василий Егорович Марков, 1925 çулта Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Упири пуçламăш шкулта 4 класс пӗтернĕ, 1941 çулччен Упири тулли мар вăтам шкулта 7 класс таран вĕреннĕ. Вăрçăччен В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ.
1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче фронта мобилизациленнĕ. Мари республикинчи Сурок станцийӗнче хĕсметре пулнă. 1943 çулхи август уйăхĕнче ҫыру ҫыхӑнӑвӗ татӑлнă, октябрьуйăхĕнче вара хыпарсӑр ҫухални паллӑ.
Асаннепе те Хусанта ăнсăртран тĕл пулсан: «Улька йăмăкăм, тата тепĕр хут хăçан пĕр-пĕрне курăпăр-ха?», – тенĕ. Тек кураймасса сиснĕ-ши, пĕлнĕ-ши чунĕ? Çакă юлашки тĕлпулу пулнах-ши? Сывă чухне асанне пире – мăнукĕсене аса илӳсенче яланах шӑллĕпе курнӑҫнине каласа паратчĕ. Куҫҫульне тутӑр вĕҫĕпе шӑлса шӑллĕ таврӑнайманшӑн хурланатчĕ.
Тӑвансен сăнарĕсем яланах пирĕн чĕресенче упранĕç, асра тытăпăр, тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене. Тек нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ çĕр çинче!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев