Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялăн хисеплӗ çынни

«Пурнăç пурăнасси уй урлă                           каçасси мар», - тенĕ авалтан. Чăнах та,            умра мĕнле çул выртнине кашнинчех вăхăтра ăнланаймăн, тавçăраймăн...

Владимир Ильин, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи

Хулаçырми ялӗнче Чăваш кассинче çуралса ӳснӗ Александра Федоровна Ворфоломеева кăçал сентябрӗн 23-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Александра Федоровнан та ытти çамрăк хӗрсем пекех ачалăхӗ вăл вăхăтра çăмăл иртмен.

Унăн ашшӗ Ф.Иметов Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен киле каялла таврăнайман. 1944 çулта Винницк облаçӗнче хаяр çапăçусенчен пӗринче паттăррăн пуçне хунă. Тăлăха юлнă салтак арăмӗн пӗчченех икӗ хӗрне, Раисăпа Александрăна, ура çине тăратма тивнӗ. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсем ача-пăчашăн та çăмăлах пулман. Çамрăклах тӗрлӗ ӗçе хутшăнма тивнӗ.

Тăрăшуллă та сăпайлă хӗр Александра ялти çичӗ класлă шкултан вӗренсе тухсан Аслă Аксу вăтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1960 çулта, 18 тултарнă хӗре тăван шкула счетовод ӗçне чӗнеççӗ. Çак кунран пуçласа каять те ӗнтӗ унăн ӗç çулӗ. Тавçăруллă хӗр счетовод ӗçне часах хăнăхса çитет. Вăл вăхăтра шкулта ачасен шучӗ 600 ытла, учительсемпе ӗçлекенсем 60 яхăн çын пулнă. Интернат та пулнă ун чух пирӗн шкулта. Унта «Карл Маркс» поселокӗнчен вӗренме çӳрекен ачасем пурăннă. Хальхи пек районти çутӗç пайӗнче бухгалтери пулман, пӗтӗм шут-хисеп, çырмалли ӗçсене шкултах  тунă. Перопа чернил çине пуçса мӗн чухлӗ документ çырман-ши Александра Федоровна? «Хăçан шухăшласа тупӗç-ши чернил çине пуçмасăр çыракан кăранташ пек ручка» – тесе шухăшлаттăм тет вăл.

1966 çулта Сенгилейӗнчи педучилищинчен вӗренсе тухсан Александра Федоровна чăваш чӗлхипе литературăна вӗрентме пуçлать. Çав çултан пуçласа миçе пин ачана çырма, илемлӗ вулама тата калаçма вӗрентмен-ши вăл? А.Ворфоломеева вӗрентнӗ ачасем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗçлеççӗ, хăйсен юратнă учительне манмаççӗ,

Каярахпа вăл вӗрентӳ ӗçӗпе пӗрлех чылай çул лаборатори ӗçне илсе пынă.

Çапла 46 (!) çул шкулта вăй хунă Александра Федоровна. Суйласа илнӗ çула чыслăн, тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Шкулта учитель коллективӗшӗн те, ачасемшӗн те хисеплӗ çын пулать вăл.

1966 çулта Ф.Ворфоломеевпа çемье çавăрнă. Вӗсен пӗрин хыççăн тепри икӗ ывăл çуралнă. Аслă ывăлӗ Юрий автомеханика техникумне пӗтернӗ, Ульяновскри ял хуçалăх институтӗнче вӗреннӗ. Ульяновск облаçӗнче темиçе çул инженер, вăрман хуçалăхӗнче лесник пулса ӗçленӗ. Шел, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Иккӗмӗш ывăлӗ Коля та автомеханика техникумне пӗтернӗ, Чечен вăрçинче пулнă. Вăрçăри йывăрлăхсене чăтса, хăюллăх кăтартнăшăн правительство ăна Суворов медалӗпе парнеленӗ. Ульяновск хулинче çемйипе пурăнать, Мускава ӗçе çӳрет.

2006 çулхи сентябрь уйăхӗнче Александра Федоровна тивӗçлӗ канăва тухрӗ. Çамрăк ăрăва воспитани панă çӗрте çур ӗмӗре яхăн ырми-канми ӗçленӗшӗн ăна нумай хутчен Хисеп хучӗсем парса чысланă.

Ялăн хисеплӗ çыннине мӗнпур Хулаçырми ялӗнчи пенсионерсем çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев