Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йăла-йӗркесене упраса

Июлӗн 24-мӗшӗнче Хăймалу ялӗн клуб ертӳçи Юрий Петухов «Улах каçӗ» ятлă мероприяти йӗркелесе ирттерчӗ.

Ольга Петухова

Мероприяти клуб умӗнче иртрӗ. Хутшăнакансенчен кашниех чăваш наци тумӗсемпеччӗ. Унта авалхи йӑла-йӗркесене кӑтартрӗҫ, мунча валли (тӗрлӗ тӗслӗ) ҫӑка, хурӑн тата юман милӗкӗсем çыхрӗç, акачăран кил-картише шӑлмалли шӑпӑр та хатӗрлерӗç. Ку ӗçсене яланах Питрав (Петравкка) кунӗ умӗн туса ирттернӗ, çавăн пекех курӑк та ҫулнă, мӗншӗн тесен Петравкка иртсен курӑк хытма пуҫланӑ. Çавасене те малтанах çапса, хăйраса хунă. Ӗлӗк кам çава сапаканне пӗр çăмарта панă. Курӑк ирхи сывлăмпа лайăх ҫулăннă, çавăнпа ир-ирех, пахчана е уй-хире, çарансене утă çулма тухнă.

Улах тутлă шăршăллă курăксенчен вӗретнӗ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев