Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем вăй виçрӗç

Матак вӑтам шкулӗн спорт залӗнче ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем хушшинче бадминтон енӗпе район Чемпионачӗ иртрӗ.

Арҫынсем хушшинче I вырӑна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, II вырӑна – Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов, III вырӑна – Шланка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов йышăнчӗç.

«Ҫӗнтерӳ патне ăнтăлнăшăн»  ятарлӑ призсене Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Мердеев, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов тивӗçрӗç. Хӗрарӑмсем хушшинче: I вырӑна – Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова, II вырӑна – Матак вăтам шкулӗн директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Оксана Константинова çӗнсе илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев