Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял хуçалăхӗнче микроçырав

«Çырав – 2021»

2021 ҫулта Раҫҫей историйӗнче пӗрремӗш хут пӗр çулта виҫӗ çырав: халӑх, пӗчӗк бизнесăн экономикин тата ял хуҫалӑхăн микроçыравӗ иртет.

Экономика çыравне апрелӗн 1-мӗшӗччен ирттерчӗç. Ял хуҫалӑхăн çыравне – августӑн 1-30-мӗшӗсенче, халӑх çыравне октябрӗн 1-30-мӗшӗсенче ирттерме палăртнă.

Часах иртекен ял хуçалăхăн çыравӗ енӗпе патшалăх статистикин районти уйрăмӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗпе Фидания Низаевапа калаçу ирттертӗмӗр.

– Август уйӑхӗнче ял хуҫалӑхӗнче микроçырав иртӗ. Вӑл ахаль çыравран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

– Раҫҫей Федерацийӗн правительствин «Ял хуçалăхăн 2021 ҫулта микроçыравне йӗркелесси ҫинчен» хушăвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал Раҫҫей территорийӗнче ял хуҫалӑхăн микроçыравне (микроперепись) августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ирттерме палăртнă. Федераци законӗнче палăртнă тăрăх,  ял хуҫалӑх микроçыравне 10 ҫула пӗр хутчен ирттереççӗ. Юлашки хут вăл 2016 çулта пулнăччӗ. Микроçырава (микроперепись) вара 5 ҫулта пӗр хутчен   ирттереççӗ. Ҫак тапхӑрта паллă пулнă тăрăх, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ даннӑйсем: выльӑх-чӗрлӗх йышӗ, пахча, ҫӗр лаптӑкӗсен шучӗ, хуҫалӑхсен, ял хуҫалӑхӗпе интересленекен организацисен шучӗ пуçтарăнать.

– Çырав мӗнле тӗллевпе иртет?

– Çырава ял хуҫалӑхӗн лару-тӑрӑвне тата структурине, ресурс потенциалне, унпа усă курни çинчен официаллӑ статистикӑна йӗркелес тӗллевпе ирттереççӗ. Ҫакӑ ял хуҫалӑх производствин отраслӗ пулнă май, унăн тухӑҫлӑхне ӳстермелли экономика енчен витӗм паракан мерисене палăртма кирлӗ. Çавăнпа та микроçырава илсе пынă чухне ял хуçалăхăн пӗтӗм  субъекчӗсене те (фермер хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑх организацийӗсене, уйрӑм хуҫалӑхсене тата ытти те) шута илеççӗ.

– Паллах ӗнтӗ, халӑх, мӗнпур ҫӗнӗлӗхсем, ҫав шутра ял хуҫалӑхăн отраслӗн  çыравӗ  çине шикленерех пăхать. Çак  мероприятие те çӗнӗлле налук тӳлессишӗн йӗркелеççӗ, текен шухăшсене те илтме тӳрӗ килет.

– Каланӑччӗ ӗнтӗ, шута илессине мӗнпур статистикăна пухас тӗллевпе кăна  усӑ кураҫҫӗ, пухнӑ информацие ниҫта та пӗлтермеҫҫӗ. Мероприятие пурӗ те ял хуҫалӑхăн малашнехи вӑй-хӑватне аталантарас çул-йӗрне кăна шута илсе ирттереççӗ. Микроçырав электронлӑ форматпа иртет. Даннӑйсем планшетсемпе усӑ курнă май ятарлӑ программӑна пуҫтарăнӗҫ.

– Çырав енӗпе районта ӗҫе мӗнле шайра  йӗркеленӗ?

– Паянхи кун тӗлне  çырав  участокӗсем паллӑ. Вӗсенче вӑхӑтлӑха 3 инструктор, 21 переписчик ӗҫлӗ. Транспорт ыйтӑвне, мӗнпур кирлӗ япаласемпе тивӗçтерессине татса панă. Пӗтӗмлетсе каласан, ял хуҫалӑхăн микроçыравне ирттерме эпир хатӗр. Çак ӗçре район çыннисем те активлăх кăтартӗç тесе шанатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев