Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял каччи ҫӗнӗ  плансемпе пурӑнать

Районта паянхи кун ҫемье ферми йӗркелекенсем пайтах. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Леонид Мишкин

Ҫемье фермин пуҫлӑхӗ Леонид Васильевич нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсет. Ялта – 9, унтан Анат Чакă вӑтам шкулӗнче 11 класс пӗтерет.

Ҫамрӑклах ӗҫе хăнăхса ӳснӗ каччӑ пурнӑҫра та ҫухалса каймасть. Малтан тетӗшӗпе Александрпа пӗрле диван, кресло, кровать пек сӗтел-пукан хатӗрлеме пуçăнать. Хӑйсен мини-цехӗсем те пулнӑ. Анчах та Леонида хӑйӗн ӗҫне тӑвас шухӑш канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне тӗрлӗ ӗçсенче сăнаса пӑхма шутлать. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ҫурт тума тытӑнаҫҫӗ. Строительство ӗҫӗшӗн укҫа нумай кирлӗ. Ҫавӑнпа Леонид Мускав, Санкт-Петербург, Ульяновск хулисене ӗҫе ҫӳреме пуҫлать. Кунта унӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеме тӳрӗ килет. Мускав хулинче, сăмаран, тоннель тунӑ ҫӗрте, Санкт-Петербургра Ладога вокзалӗн строительствинче, Ульяновск хулинче Президент кӗперне тунӑ ҫӗре хутшӑнать.

2003 ҫулта вара çемье çавăрать.  Мăшăрӗ Валентина Ивановна Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет, ҫав вӑхӑтрах шкул директорӗн вӗрентӳ ӗҫӗсем енӗпе çумӗн должноҫне те пурнăçлать. Ҫемье ют çӗре тухса каймасть, Чӑваш Паснапуç ялӗнче тӗпленсе юлать, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнаççӗ. Ҫемьере виҫӗ ача ӳсет.

Çемье çавăрсан вара Леонид нумай шухӑшласа çӳренӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗ çинче чарӑнса тӑрать, ҫемье ферми тума тытӑнать. Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫемье ӗлӗк те выльӑх-чӗрлӗх усранӑ-ха. Ӗлӗк хӑйӗн асламӑшӗ пурӑннӑ, паянхи кун пушă тăракан хуҫалӑх территорине регистрацилесе, вӑл хăй тӗллӗн ферма тума тытӑнать. «Тутарстан Республикинче сӗт-ҫу ҫул-йӗрӗпе мини-фермăсем тӑвасси» программӑна кӗрет, патшалӑхран субсиди илме пултарать. Леонид каланӑ тӑрӑх, ҫемье фермине йӗркелесси ӑна 2 миллион та 400 пин тенкӗ тӳрӗ килнӗ.

Реклама

Паянхи куна ҫурт лартма кăна та мӗн чухлӗ укҫа, чӑтӑмлӑх кирлӗ, кунта вара ферма ҫинчен сӑмах пырать. Ҫитменнине тата стенисене купаласа, пӳрт тӑррине витнӗ хыҫҫӑн та мӗн чухлӗ ӗҫлемелле – шывӗ те, ӑшă та, тислӗк кăлармалли хатӗр те пултӑр... Юрать-ха, унӑн алли ылтăн, вӑл тимӗрçӗ ӗҫне те ăста, тытăнсан – йывӑҫран та тем те тăвать. Халӑх каларăшле: куҫ хӑрать те, ал тăвать. Майӗпен Леонид çаксене пурне те туса пӗтерет. Паянхи кун вӗсен ҫемйин ферминче сăвакан ӗнесем, ҫамрӑк пăрусем, самӑртма хупнă пӑрусем  те пур. Ферма зданине те ку чухнехилле тунă, выльӑх-чӗрлӗх умӗнче водопровод, автоматизациленнӗ ТСН, сумалли аппарата та автоматизациленӗ. Ӗнесене сумалли оборудование те вӑл хӑех вырнаçтарнӑ. Ӗнесене сӑвасси вара,  çемьере кам пушă, çав пурнăçлать. Пӗр сӑмахпа каласан, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе вӗсем ҫемьепе туртаҫҫӗ. Сӗтне вырнаҫтарас енӗпе те чӑрмав ҫук, ялта сӗт пухассине йӗркеленӗ, кунне пӗр хут килсе,  кил умӗнченех илсе каяççӗ.

Пурте çапла йӗркеллӗ пырать пек туйӑнсан та, ял фермерне хумхантаракан куллен килсе тухакан  ыйтусем пайтах-ха. Ҫемье фермине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеттерес тетӗн пулсан, унӑн хӑйӗн ҫӗрӗ пулмалла, тесе шутлать вӑл. Авă, кăçал хӗлле вӗсем выльӑхсене хӗл каҫарма кăна та ҫӗршер тӗрке улӑмпа утӑ, темиҫе теҫетке тонна фураж хатӗрленӗ пулнă. Выльăх апачӗ хаклăланнăран та хаклăланса пынă вăхăтра, ҫаксене пурне те туянма тытӑнсан, нимӗнле тупăш çинчен ӗмӗтленмелли те çук, тет вăл. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫӗре арендӑна илесси ҫинчен те шухӑшлаҫҫӗ. Хăйсен «МТЗ-82» маркӑллӑ тракторӗ, ун валли кирлӗ мӗнпур агрегатсем те пур. Хӗлле вара Леонид Аслӑ Аксу ял тăрăхне кӗрекен Аслӑ Аксу тата Чӑваш Паснапуç  урамӗсенчи ҫулсене тракторпа юртан тасатать иккен. Пӗр сӑмахпа каласан, пур ӗçе те ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе,  Леонид пурне те малтан шухӑшласа тунӑ.

– Эпир ҫавӑн пек программӑсем пурришӗн тата ҫемье фермисе тума пулӑшнӑшӑн районпа республикӑн ертӳҫисене тав тӑватпӑр. Ҫемье фермине никӗс хывнăшăн, ҫавӑн пек йывӑр та калӑпӑшлӑ ӗҫе тытӑннӑшӑн эпир нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместпӗр, – тет Леонид.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев