Гульсиня Чабаева, Анат Хураката ялӗ
Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарса килнӗ кунсенче эпир ялăн чи аслӑ ҫыннипе – 94 çулти тыл тата ӗҫ ветеранӗпе Якуб Шаруковпа тӗл пултӑмӑр. Вӑл хӑйӗн ачалӑхӗ, пурнӑҫ ҫулӗ, йывăр вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен каласа пачӗ.
Якуб Шаруков питӗ ҫамрӑклах аслисемпе ӗçе кӳлӗнет. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче ашшӗпе юнашар ӗҫлет. Ачаранпах вӗреннӗ ҫак професси ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнма пулӑшать. Колхозра 20 ҫула яхӑн тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ Якуб Шарукова вӑрман касма та, йывăçа ӗçе кӗртекен ӗçсенче те пулма тӳрӗ килет.
Уйрӑмах 1942 ҫула питӗ лайăх астăвать Якуб пичче. – Ялти темиҫе хӗрсемпе, хӗрарăмсемпе пире, ҫул çитмен çамрăксене, Пӑва районне, Суксу ялӗ ҫывӑхӗнче тăвакан чугун ҫул çине ӗçлеме илсе кайрӗҫ. Тӑпра турттартăмăр эпир унта, – тесе калаçрӗ вӑл.
Нумай çул иртсен аслӑ ывӑлӗ Заки ашшӗне çав, ҫамрӑк чухне чугун ҫул строительствине хăйӗн пайне кӗртнӗ, çулсене курма илсе каять. – Эпӗ йӗтӗм. Çав ҫулсенче выçăллă-тутăллă ӗçленисем куç умне килсе тухрӗç, – тет ветеран.
Ялти тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх фермисене тата ытти объектсене тума та хутшӑнать ялти ватă çын.
– 1965 ҫулта ялта йывӑҫ клуб туса хутăмăр, анчах вӑл каярахпа ҫунса кайрӗ. Кӗперсен, сурӑх фермисем строительствине те хутшăннă, – тет Якуб пичче.
Тивӗçлӗ канăва тухнă хыҫҫӑн та ветеран темиҫе ҫул ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем ултӑ ачана пурнӑҫ парнелеççӗ. Хальхи вӑхӑтра Якуб пичче çумӗнче кӗҫӗн ывӑлӗпе кинӗ, вăл вӗсен тимлӗхӗнче пурӑнать. Вӗсемшӗн чи ҫывӑх çын, канаш паракан, килти тӗп никӗсе, ачисене пӗрле пуçтаракан пулса тӑрать.
– Кунăрсем мӗнле иртеҫҫӗ, – тесе ыйтсан, вӑл ҫапла хуравларӗ: «Хусканура – вăй». – Ахаль тӑма юратмастӑп. Мечӗте ҫӳретӗп, килте пулӑшатӑп, – тет ялăн чи ватă çынни.
Якуб пичче темиҫе ҫул каялла Рустам Миннихановпа тӗл пулни ҫинчен ӑшшӑн та тунсăхласа калаçрӗ. Çак мероприяти Ҫӗнтерӳ кунӗнче пулнă.
Ватӑ ҫынсен ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр ҫулсене тӳрӗ килнӗ, вӗсен чӗрисенче нихҫан манăçми йӗр хӑварнӑ пулин те, вӗсенчи пурăнас вӑй тата пурнӑҫ ҫине хастарлӑн пӑхни ăмсанмалăх. Чи пахи, ҫак туйӑм вӗсен паянхи кунчченех, пурнӑҫ тӑршшӗпех пурӑнать. Çакăн пек пултăрччӗ те, ветерансене телейлӗ ватлӑх пурӑнма пӳртӗр!
Нет комментариев