Хӗвел питтинчи калаҫу
Калав
Надюша лавккана ҫӑкӑр туянма кайнă та ҫул ҫинче саркаланса утса таврӑнать. Маруҫ кӑшт маларах урама тесе тухрӗ те ҫухалчӗ. Кӳршине курсан, кӗтсе тӑчӗ. Ҫанталӑкӗ те паян питӗ хӗвеллӗ. Юр та ирӗлме пуҫланӑ, ҫырмара шыв шавласа юхни илтӗнкелет.
– Ух! Веҫех, пӑшӑхтарса ячӗ. Лавккана кайнӑ чухне, мана хирӗҫ Хурамавар касри Наҫҫа утса кайрӗ. Ӑҫтан капла ҫӳҫеллӗ тутӑр уртса янӑскер таврӑнан терӗм. «По делам ходила», – тесе сӑмах пуҫларӗ Надюша.
– Мӗн ӗҫӗ? Люба тусӗ патне, Ҫӑварни уявне ирттерме кайнӑ пулнӑ-иҫ, – сӑмах ҫӑмхине тӑсрӗ Маруҫ, – ӗнер каҫа хирӗҫех килетччӗ.
Катерина та пусӑран шыв ӑсма тухнӑскер, витрисене лартса хӑварсах, урамра тӑракан кӳршисем патне вашлатса ҫитрӗ. Пуҫланчӗ хӗрӳ калаҫу, ялти ӗҫ-пуҫ пирки тӗплӗнрех сӳтсе явасси.
– Итлӗр-ха, ман Тимахви Чемпӗрти тӳлевлӗ клиникӑна кайса шӑлӗсене юсаттарса килчӗ. Хакӗсем вӑт, ҫав териех ҫыртаҫҫӗ. Калама кӑна, ҫирӗм пине яхӑн тӳленӗ, – тусӗсем ҫумне хутшӑнса калаҫма пуҫларӗ Катерина, – пӗр пенси укçи ним мар, шыв пек юхса кайрӗ. Тата пыма хушнӑ-ха, – икӗ аллипе пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ.
– Хаксем пирки каламалли те ҫук, ҫӗпре пек кашни кун хӑпарса тӑраҫҫӗ, – тарӑхса илчӗ Надюша, – сӗте те кашни кун тӗрлӗ хакпа туянма тивет лавккаран. Вӑй-хал пур чухне, ӗне усранӑ вӑхӑтра апла паллах марччӗ. Халь çав, лавкка çимисĕр пĕр утăм та тума çук.
– Ӗнер каҫа хирӗҫ, мӑшӑрӑм Мухтар йытта урамран кӗртме тесе йыхӑрма тухрӗ. Килменнипе-ши, шӑхӑрса илчӗ. Ҫав териех хытӑ шӑхӑрчӗ пуль, пломби тухса та ӳкрӗ. Вӑт ҫапла, укҫаллӑ шӑл та ӗмӗрлӗхех мар иккен, – култарчӗ Катерина.
– Ҫырмакасри Валюк ҫунапа ку эрнен кашни кунӗнче, ялан ӗҫрен таврӑннӑ чухне мӗнтӗр сӗтӗрсех килчӗ. «Озон»ран шкаф саккас тунӑ та паййӑн турттарнӑ иккен, – сӑмах хушрӗ Надюша, – каччин машини пур вӗт, итлемен пуль ҫав.
– Валюк ҫав тери кӑра ҫилӗллӗ хӗр, ун умӗнче тӑпӑртатса ҫеҫ тӑмалла. Нумайччен чӑтаймӗ нимӗнле этем те.
– Амӑшне хывнӑ-ши? Ҫеруша лартса тӑмасть, шав ӗҫ хушса кăна ҫеҫ тӑрать. Ленана хирӗҫ чӗнсен, вӗҫӗ-хӗрри тупӑнмасть. Мăштах çеç пулни кансĕрлемĕ. Сӑмахсемпе каласа пурпӗрех «ҫӗнтерет». Ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнса ирттермелле вӗт.
– Ялан тиркет ҫав, шурӑ принца кӗтсех вӑтӑр ҫултан та каҫса кайрӗ, – савӑнса калаҫрӗ Надюша, – часах ак пенси валеҫме почтальон килӗ.
– Тиркекене тирӗк тӗпӗ, тенӗ ваттисем. Перчетке пек ылмаштармалла мар, ялан пуян пурнӑҫпа пурӑнакана шырамалла та мар. Тӗрӗс мар-и? – терĕ Катерина, – ялти каччăсем те маттурисем пур.
– Эпӗ Ваҫлейе пӗрре курсах паллашнӑ та, вӗҫертмен. Чашӑк шӑнкӑртатмасӑр пулман мар, пулнӑ. Суймастӑп. Куҫа та пӗрре кӑвакартнӑччӗ, вут суппипе лектерсе, ҫынсене ӗне мӑйраки лекрӗ терӗм, – иртнине аса илчĕ Надюша.
– Куҫук Наташи чечек ҫыххисем йӑтса кӗчӗ машинӑран ансан. Вӑт Петя чӑн-чӑн юратакан упӑшка, манӑн Тимахви пӗр шанса кайнӑ тюльпан парнелерӗ. Ӑҫтан тупса килнӗ, сутуçисем тыттарса янă пуль суйланă хыççăн юлнисене. Уяв ячӗпе пӗр курупка канихвет туяннӑ. Чи йӳннине, – кӑмӑлсӑрланчӗ Катерина.
– Сире нимӗнпе те юрама ҫук, манӑн Иван нимӗнле чечексем те, канихвет та илмен. «Ху та чечек пекех хитре, тутусем ҫӗр ҫырли пекех пылак», терӗ те, лӑплантартӑм чунӑма, – култарчӗ Маруҫ.
Карта алăкĕн хупăннă сасси илтĕнчĕ. Урамра шавлакансем патне картишрен кӗреҫепе Тимахви тухса тӑчӗ.
– Маруҫ, эпӗ сана кухньӑра яшка пӗҫеретӗн пуль тесе шутларӑм, – кĕреçипе такклатарса илчĕ умри пăр татăкне, – мунча патӗнчи ҫула юртан тасатса пӗтертӗм, апат ҫиме кӗрес терӗм, камсем калаҫаҫҫӗ-ши тесе тухса пăхас терĕм. Яланхи виçĕ тус иккен.
– Сывă-и! Халсем епле? – ыйтрĕ Надюша.
– Аптăрамастăп. Акă, вăй-хал пур чухне ĕçлекелеп, – хуравларĕ Тимахви.
– Наччас ҫӑмарта пӗҫерсе паратӑп, сӳтӗн те юлнӑччӗ, – тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Маруҫ.
– Сирӗн сӑмах ҫӳпҫи каҫчен те тӑсӑлса кайма пултарать, – мӑкӑртатрӗ упӑшки, – урама тухсан кӗме мансах каятӑн, мӗн-тӗр хушсан чирлӗ тетӗн, – тарӑхса илчӗ.
– Тимуш хытах ан шавла! Атту, юн пусӑмӗ хӑпарса кайма пултарать. Кӗрер, атя! Ҫынсен умӗнче хытӑ калаҫни аван мар, – лӑплантарма тӑрӑшрӗ Катерина.
– Юрӗ, эпир те каяр мар-и? Тимахви кӗреҫепе яриччен, – васканҫи туса килӗсене утрӗҫ кӳршисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев