Хусанта, Республика Чăрăшӗн уявӗнче
Кӑҫалхи Çӗнӗ ҫулăн представленийӗн теми – «Ҫӗнӗ ҫул теттисен вӑрттӑнлӑхӗ». Представлени сюжечӗ кăçал çемье, килти йăла-йӗрке тавра çаврăнчӗ.
Мероприятире вӗренӳре палӑрнӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсене, пултарулӑхпа общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ 8500 ача хутшӑнчӗ. Вӗсен шутӗнче: вӗренӳре, спортра, культурăра, общество пурнăçӗнче палăртнă тата çителӗксӗр пурăнакан çемьесенчи ачасем. Унсӑр пуҫне, мобилизациленӗ ҫемьесенчи ачасем валли Кремльте ёлка та йӗркелесе ирттерчӗç. Вӗсемшӗн «Эрмитаж-Хусан» центрӗнче, «Манеж» курав залӗнче, историллӗ музейсене экскурсисем йӗркелерӗç. Кашни площадкӑра ачасем валли ҫӗнӗ ҫул программисемпе квестсем йӗркеленӗччӗ. Мероприятире Ҫӗпрел районӗнчен те ачасем хутшӑнчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев