Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хусанта автомобильпе ҫӳрес енӗпе ӑмӑртрӗç

Конкурсра пирӗн район чысне Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем хӳтӗлерӗç.

Хусанта 16-18 ҫулхи яшсемпе хӗрсем хушшинче автомногоборье енӗпе республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ.

Унта Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем: Виктор Фомин, Алмаз Хайруллов тата Григорий Борисов хутшӑнчӗç.

Кӑҫал конкурса 26 команда составӗнче 78 ҫын хутшӑнакан килнӗччӗ. Ӑмӑртусем уйрăм тата команда зачечӗсенче иртрӗҫ.

Хутшӑнакансем ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене пӗлнине, ҫӑмӑл автомобильпе çӳремелли хӑнӑхусене кӑтартса пачӗҫ.

Конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсен команди 6-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, Виктор Фомин вара уйрăм зачетра 8-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев