Хур-шурне нумай курать, тӳсет хӗрарăм
Адия Алиулловна Махмутован пурнӑҫӗ йывӑрлӑхсемпе, сăнавсемпе тата савӑнӑҫсемпе тулли
1939 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Мучалей ялӗнче Адия ятлӑ хӗрача кун çути курать.
1941 ҫулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуҫланать. Адия аппан ашшӗ, мăшăрӗпе ултӑ ачипе пӗччен хӑварса, фронта тухса каять.
Каярахпа, 1942 ҫулта, ашшӗ аманса килне таврӑнать. Пурнăç хăй майӗпе пынă вăхăтра, 1949 ҫулта, йӗкӗреш ачисене ҫуратнă чухне амăшӗ пурнăçран уйрăлса каять.
Хӑйсене тата кӗҫӗн-нисене пăхса ӳстерес, укçа ӗçлесе илес тесе тетӗшӗсем Донбаса ӗҫлеме тухса каяҫҫӗ. Адия аппа та, 17 ҫул тултарсан, вӗсем патне çула тухать. Унта вӑл хăйӗн пулас мăшăрӗпе Хариспа паллашать.
Анчах килшӗн тунсӑхлани канӑҫ памасть, вӗсем хӑйсен ялне таврӑнаҫҫӗ. Адия аппа «Авангард» колхоза ӗҫе вырнаҫать, унта вӑл 72 ҫул тултаричченех ӗҫлет.
85 çулхи юбилей кунӗнче, Адия аппана саламлама тӑванӗсемпе ачисем кӑна мар, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та килнӗччӗ.
Вӗсем пурте ӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вăй-хал тата ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев