Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хулана блокадăран ирӗке кӑларнă кун ячӗпе

Аслă Аксу ял библиотекинче, январӗн 27-мӗшӗ – Ленинграда фашистсен блокадинчен пӗтӗмӗшле хӑтарнӑ куна халалласа, 2-4-мӗш классенче вӗренекенсем валли «900 кун паттӑрлăх» текен урок ирттерчӗҫ.

Унта ачасене блокадӑн 872 кунӗ çинчен, хӑрушӑ выҫлӑх та, сивӗ те, артиллери вӗҫӗмсӗр персе тӑни те, бомбăсем ӳкни те блокада хулинче пурӑнакансене парӑнтарайманни, вӗсен паттăрлăхӗ çинчен каласа пачӗç.

Ачасем хулана ҫӗршывпа ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр ҫул – пурнăç Çулӗ, Ленинград ачисем ҫинчен, вӗсем пур ӗҫре те ҫитӗннисене пулӑшма – госпитальсенче аманнисене пӑхма, хулан урамӗсене тасатма, заводсемпе фабрикӑсенче ӗҫлеме тӑрӑшни ҫинчен пӗлчӗҫ.

 (Статьяна Аслă Аксу  ял библиотекин сайтӗнчен илнӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев