Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хулаçырмисем ял шкулӗ 180 çул тултарнине паллă турӗç

Хулаçырминчи вăтам шкул Çӗпрел районӗнчи чи ватă шкулсен шутне кӗрет. Архив докуменчӗсене шанас пулсан вӗрентӳ учрежденийӗ 1841 çулта уçăлнă. Çак çулсен хушшинче 20 пин ытла çын вăтам пӗлӳ илнине çирӗплетекен аттестат алла илнӗ.

 

 

Паян шкул Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗн Г.Т.Семеновăн ячӗпе хисепленет, пӗлтӗр вăл 180 çул тултарчӗ. Юбилей мероприятине вара кăçал, сентябрӗн 17-мӗшӗнче тин ирттерме май пулчӗ. Пӗлтӗр пандеми чăрмантарчӗ.

Хулаçырмисем ял шкулӗ 180 çул тултарнине паллă турӗç

Хулаçырминчи вăтам шкул Çӗпрел районӗнчи чи ватă шкулсен шутне кӗрет. Архив докуменчӗсене шанас пулсан вӗрентӳ учрежденийӗ 1841 çулта уçăлнă. Çак çулсен хушшинче 20 пин ытла  çын вăтам пӗлӳ илнине çирӗплетекен аттестат алла илнӗ. 

Паян шкул Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗн Г.Т.Семеновăн ячӗпе хисепленет, пӗлтӗр вăл 180 çул тултарчӗ. Юбилей мероприятине вара кăçал, сентябрӗн 17-мӗшӗнче тин ирттерме май пулчӗ. Пӗлтӗр пандеми чăрмантарчӗ.

Юбилей уявӗ чаплă лару-тăрура иртрӗ. Унта чӗннӗ хăнасемпе педагог-ветерансем, çак шкултан тӗрлӗ çулсенче вӗренсе тухнисем, спонсорсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче Çӗпрел муниципаллă районăн пуçлăх çумӗ Алексей Ярухин, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, Хулаçырминче çуралса ӳснӗ Николай Угаслов, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев пулчӗç.

Хулаçырмисем хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа ырă сунса кӗтсе илчӗç. Нумай нациллӗ республикăра пурăннине хисеплесе вырăс, чăваш тата тутар халăхӗсен йăлисене те шута илме манман. Шкул çуртӗнче вара вӗренекенсем чӗрӗ коридора тăрса тухса кашнине тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç.  

Тахçанах вӗренсе тухнисем шкул çӗнелсе палăрмаллах улшăннине палăртрӗç. Калас пулать, кăçал Хулаçырми вăтам шкулӗ таврари территорие тирпей-илем кӗртессипе иртнӗ район конкурсӗнче пӗрремӗш вырăна тивӗçнӗ. Çавăншăн вӗсене мотоблок парнеленӗ. Сăмах май, хаклă парнене акт залнех кӗртсе лартнăччӗ.

Шкул директорӗ Надежда Мокшина экскурси йӗркелесе классем тăрăх илсе çӳрерӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, Çӗпрел район пуçлăхӗн Марат Гафаровăн йышăнăвӗпе юбилей тӗлне классенчи сӗтел-пукана, çав шутра партăсене те, тӗпрен çӗнетнӗ. Пысăк тав сăмахӗсем каларӗ район ертӳçине Надежда Федоровна. Шкула нумай пулăшкансен шутӗнче Николай Угаслова палăртмалла. Столовăя тӗпрен юсанă хыççăн вăл унти сӗтел-пукана улăштарса панă. Халӗ те пысăк парнепе килчӗ Николай Федорович, тăван шкулне виçӗ проектор парнелерӗ. Сюрпризсем çакăнпа вӗçленмерӗç-ха. Ачасене вӗренме хавхалантарас тӗллевпе «5» паллăпа вӗренекенсене ятарлă стипенди – уйăхсерен 2-шер пин тенкӗ пама пулчӗ. Хальлӗхе шкулта пурӗ 7 отличник вӗренет. Паллах, çакăн пек хавхалантарнă хыççăн вӗренӳ çулӗ вӗçне пиллӗкпе вӗренекенсен шучӗ ӳсесси куçкӗрет.

  • Николай Федоровича тав туса, пуç тайса пӗтерме çук. Мӗн кăна туса памрӗ-ши вăл пире. Темле ыйтупа та тухатпăр ун патне, пӗрре те «çук» темест, ялан пулăшма тăрăшать. Турă сывлăх патăр ăна, – чӗререн тав турӗ ентешне шкул директорӗ. – Шкула пулăшакансем нумай, Валерий Салифанова, Игорьпе Дмитрий Бушуевсене, Александр Леонтьева, Анатолий Леонтьева, Александр Ислие, Виктор Мугина, Рафаил Алимова, Владимир Копьева, Елена Малинăна, Петр Ухливанова, Анатолий Мокшина, Николай Портнова, Виктор Ермолаева, Рамис Арифуллова , пурне те асăнса та пӗтерсе çук. Пысăк тав, туссене.

Мероприятин торжествăлла пайӗ акт залӗнче иртрӗ. Каласа хăвармалла, проектпа шкул çуртӗнче акт залӗ пулман, мероприятисене спорт залӗнче е анлă коридорта ирттернӗ. ТР Экономика минситерствин ятарлă гранетне выляса илнӗ хыççăн тахçанах ӗмӗтленсе тăние пурнăçа кӗртме май пулнă.

  • Республика грантне коммерцилле мар обществăлла организаци урлă кăна илме май пулать. Проект пирӗн хатӗрччӗ ӗнтӗ, вара эпир Чăваш наципе культура автономийӗ çине тухрăмăр. ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин сăмахсăрах пире пулăшма килӗшрӗ. Ку ӗçре пире пулăшакансене Дмитрий Анатольевичпа унăн пӗрремӗш çумне Константин Малышева пысăк тав, – терӗ Надежда Федоровна.

Грант укçипе музее те тӗпрен çӗнетсе улăштарнă, ятарлă шкафсем илсе лартнă, тӗрлӗ плакатсем хатӗрленӗ. Музейӗн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă пайне паллама та çук. Стена çинчи плакатсем вăрçă хăрушлăхне яр уççăн уçса параççӗ. Кунта ветерансем çинчен те нумай пӗлме пулать. Вӗрнекенсем экскурсовод ӗçне алла илни те лайăх кăтарту. Таврапӗлӳ кӗтесӗпе ?, ял историйӗпе ?, вăрçă вăхăтӗнчи тапхзăрпа ? паллаштарчӗç.  

Надежда Мокшина хăнасене шкул пурнăçӗпе иртнинчен пуçласа паянхи кун таранччен тӗплӗн паллаштарчӗ. Чи пысăк çитӗнӳсен шутне вăл ял шкулӗнчен çӗршыва юрăхлă çынсем йышлăн вӗренсе тухнине кӗртрӗ. вӗсен хушшинче паллă ученăйсем, медицина, вӗрентӳ, культурăпа спорт сферин ӗçченӗсем, çыравçăсем. 1841 çултан пуçласа шкула ертсе пынă директорсем кăна мӗне тăраççӗ. Кашни легендарлă çын, А.И.Абуков, А.М.Мясников, Г.И.Кузьмин, И.С.Барышов – вӗсен ячӗсене ялта халӗ те асра тытаççӗ. Каярах директорта ӗçлоенӗ С.А.Салифанов, А.Н.Бушуев, Ю.А.Новый та ялти хисеплӗ çынсем. Педагог-ветерансем çинчен кашнин çинчен уйрăммăн калама пулать, шел те, нумайăшӗ пурнăçран уйрăлса кайнă. 43 çул хушши завучра ӗçленӗ Елена Никитинăпа, хими предметне вӗрентнӗ Виктор Салифановпа, пуçламăш çар хатӗрленӗвне, унтан физкультура урокне илсе пынă Владимир Ильинпа праçникре тӗл пулни савăнăç кӳчӗ.

Юбилей мероприятийӗнче тухса калаçакансем пурте тенӗ пек хăйсен пӗрремӗш вӗрентекенӗсемпе юратнă учителӗсене, чи асра юлнă самантсене аса илчӗç. Тухса калаçакансен шутӗнче Николай Угаслов, Алексей Ярухин, Николай Усмендеев, Анатолий Шихранов, Александр Исли (ялти фермер, шкула вăл пӗр тонна тырă парнелерӗ) пулчӗç. Эпӗ те тăван шкула аса илсе тухса пӗр-ик сăмах каларăм. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ шкула 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ.   

Юбилее халаланă концерта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пӗрле хатӗрленнӗ, ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина та айккинче юлман ку ӗçрен. Ачасем юрларӗç те, ташларӗç те, сăвăсем те каларӗç. Вӗсен пултарулăхӗпе пирӗн Телеграм каналта паллашма пулать. Концерта аслă класра вӗренекен икӗ Виктория – Вергайкинапа Еремеева питӗ илемлӗн ертсе пычӗç. Шкултан вӗренсе тухнă паллă çынсемпе тата вӗрентекенсемпе вӗренекенсен çитӗнӗвӗсемпе «Шăнкăрава» кăларăмра çырса пӗлтерӗпӗр. 

Источник

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев