Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хулаçырми ялӗнчи Раштав уявӗ

Уявăн пуçаруçи – Николай Угаслов

2023 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче Раштав уявӗ иртрӗ, ӑна вӑтам шкулăн коллективӗ йӗркеленӗ, унăн ертӳҫи Надежда Мокшина.

Христос Ҫуралнӑ кун ирттерекен уяв хулаçырмисемшӗн традицие çаврăнчӗ, вӑл паллӑ ентеш-предприниматель Николай Угаслов ячӗпе ҫыхӑннӑ. Шӑпах вӑл 2010-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек уявăн пуçаруçи́ пулса тӑчӗ. Уяв «Ял кунӗ», «Раштав тӗлпулӑвӗсем» тата ытти ятпа иртсен те, уява́н тӗллевӗ пӗрешкел юлать – Хулаçырми ялӗн халăхӗ Иисус Христос Çуралнӑ куна туслӑн та ушкӑнпа паллă тӑвать.

Ял ҫыннисене саламлама кӑҫал та Шупашкарти «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Николай Угаслов, ҫавӑн пекех, пирӗн ентешӗмӗр – «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та килнӗччӗ.

Çутă уявпа ял çыннисене район пуçлăхӗ Марат Гафаров та саламларӗ.

Шкулта вӗренекен ачасем, Алина Юрьевна ертсе пынипе, уяв историйӗ ҫинчен калакан пӗчӗк спектакль кӑтартрӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ.

Ҫапла вара ҫак кун Хулаçырми ялӗн ҫыннисемшӗн çак пысăк уяв тав тумалли кун, çывӑх ҫынна тата Турра тав туни пулса тăчӗ.

 

 

Тӗн тата çын

Кĕçех Кăшарни –  Крешенкке çитет

Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртаççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн 12 чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл.

Евангели тăрăх Иоан Предтеча чăн Турра ĕненекенсене Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Иисус Христос та Иоан патне пырса хăйне шыва кĕртме ыйтать. Çак кун Иисус 30 çул тултарнă, вăл халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçне пурнăçлама хатĕрленнĕ. Турă курăннине /Богоявление/ вара Иисус шыва кĕнĕ чухне тӳперен Турă Ашшĕн хăватлă сасси илтĕннипе тата Çветтуй Сывлăш кăвакарчăн евĕр курăнса Иисус çине аннипе çыхăнтараççĕ. Шăпах çакă Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй Сывлăш пĕрлĕхĕ пулса курăнни.

Кăшарни умĕн январĕн 18-мĕшĕнче турра ĕненекенсем пĕр кунлăх типĕ тытаççĕ. Каçхине ăшаланă пулă, купăста кукли, улма-çырла компочĕпе апатланаççĕ. Кăшарни апачĕ сĕтел пуянлăхĕпе мар, таса – çветтуй шыв – сăваплăхĕпе паллă. Çак кун чиркӳрен илсе килнĕ Çветтуй шывпа кил-çурта сăваплаççĕ, чир-чĕртен имленеççĕ.

Çак вăхăталла пирĕн тăрăха кăшарни сиввисем килеççĕ. Кăшарнинче юр çусассăн тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен..

Кăшарни уявĕ умĕнхи каçхине тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма вакка чăмса, сăваплă шывра тасалма тăрăшать. Вакара шыва кӗрсе тухнă чухне хăрушсăрлăх çинчен те ан манăр. Пăр пек сивĕ шыва кĕни пуриншĕн те хăрушсăр мар. Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен тата ытти хăшпĕр чирсем вакка чăмма юраманнин сăлтавĕсем шутланаççĕ. Сивĕре ачасене шыва кĕртме сĕнмеççӗ, вĕсен ӳт температурине йĕркелес тытăм аталанса çитмен. Кăшарнире ятарласа çирĕплетнĕ, хăрушсăр вырăнта кăна вакка чăмма юрать. Шыва кĕриччен малтан хусканусем туса кĕлеткене лайăх ăшăтмалла. Тӳрех пуçпа ан чăмăр, пуç мимин тымарĕсем тăрук пĕрĕнессинчен сыхланăр. Виçĕ хутчен чăмса илсен çитет, шывра пĕр минутран ытла пулма сĕнмеççӗ. Тухсан çийĕнчех типĕ алшăллипе шăлăнăр та ăшă тум-тир тăхăнăр. Вĕри чей е кофе ĕçни хăвăртрах ăшăнма пулăшать. Енчен те хăвăра япăх туйрăр-тăк, хăвăртрах пулăшу ыйтмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев