Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Клавдия Николаевна Чечукова 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ

Ветерансем

Клавдия аппана çуралнă кун ячӗпе район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Хулаçырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Усмендеев саламларӗҫ. Хӑнасем юбиляра ырлăх-сывлӑх, тăванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ, ҫавӑн пекех, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ çырăвне, парнесемпе чечексем пачӗҫ.

Клавдия Николаевна Хулаçырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ. Юбиляр ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче ӗҫлесе пурӑнать. Хăйпе пӗр ял ҫыннипе Александр Кирилловичпа çемье çавăрать. Çемьере çичӗ ача çут тӗнчене килет. 

90 çулти Клавдия Николаевна ҫулла ялта пурӑнать, хӗлле вара вӑл хăйӗн хӗрӗ Людмила патӗнче пурӑнать. Тӑван килне пăрахса каясшӑн мар, ҫавӑнпа та ҫулла хăйӗн килне, яла таврӑнать. Юбилярăн паянхи кун 9 мӑнукпа 7 мӑнук пур. Кӳршисем те питӗ лайӑх иккен, Клавдия Николаевнӑна пӗччене кăна хăвармаҫҫӗ, яланах унăн халне пӗлсе, пулӑшса тăраççӗ.

— Анне патне час-часах таврӑнма тӑрӑшатпӑр. Эпир хамӑрӑн кӳршӗмӗрсене Виктор Николаевичпа Нина Николаевна Ильдяковсене чунтан тав тӑватпӑр, — тет Людмила.

Клавдия Николаевна кӑҫал хӑйӗн пахчинче ҫӗрулмине те, пачаçимӗçне те лартса ӳстернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев