Хула шавӗнчен аякка...
Ульяновск хулинчен килсе, тавралăхне чечек пахчине çавăрнă Зинаидапа Николай Егоровсем çинчен
Алешкин-Саплăк ялӗнче çурт, пахча тулли чечек тата тӗрлӗ улма-çырла йывăççи ӳстерес енӗпе Зинаида Васильевнапа Николай Витальевич Егоровсем интересленеççӗ.
Вӗсен чечек ӑшне путнӑ ҫурт умӗ инҫетренех куҫа илӗртет. Кунта килнӗ кашни çынна йӗркипе лартса тухнӑ чечексемпе пахчаҫимӗҫсем кӗтсе илеҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӗсене пӗр-пӗрне ан чӑрмантарччӑр тесе, килӗшӳллӗ лартса тухнӑ, пахчара ҫакӑн пек илем пулса тӑнӑ. Кунта тӗрлӗрен чечек пур... Унсӑр пуҫне теплицӑра помидорпа хӑяр та ӳстереççӗ Егоровсем.
– Манӑн мăшăрăм та пахчара ӗçлеме юратать, шыв сапать, пӗтӗмлетсе каласан, мана пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла тӗмӗсене пӑхма питӗ пулӑшать, – тет Зинаида Васильевна.
Зинаида Васильевна Алешкин-Саплӑк ялӗнчен. Вӑл ултӑ ачаллӑ ҫемьере тӑваттӑмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Алешкин-Саплăк шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ, вӑтам пӗлӗве Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче илнӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновск хулине ҫул тытнă. Мăшăрӗ Николай Витальевич Теччӗ районӗнчен. Ҫамрӑк хӗре хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе шӑпах Ульяновск хули паллаштарать, Николай та ҫак хулана телей шыраса килнӗ пулнă. Ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрса, Ульяновск хулинче тӗпленнӗ.
– Атте ир пурнăçран уйрăлса кайрӗ. Вӑл вилнӗ чухне эпӗ 7 ҫулта кӑначчӗ. Анне пире, ултӑ ачана, пӗччен пӑхса ӳстерчӗ. 13 ҫул каялла анне те пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Час-часах: «Тӑван никӗсе ан пӑрахӑр, кил-ҫуртăмăр юхăнса ан лартăр, килсе çӳреме тӑрӑшӑр, тетчӗ анне, – тет Зинаида Васильевна.
Ҫамрӑклах ялта ӗҫлесе пурӑннӑ Зинаида Васильевна амӑшӗн халалне пурнӑҫлама тӑрӑшать. Ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен вӗсем мӑшӑрӗпе Николай Витальевичпа яла килсе кунта сад-хуҫалӑха «чӗртеççӗ». Хӗллехи вӑхӑтра, вăхăчӗсем пулнă çемӗн, час-часах килсе, юр тасатса, кил-çуртне пăхса каяççӗ. Николай Витальевич Ҫӗпрел тӑрӑхне те, уйрӑмах Алешкин-Саплăк ялне, кăмăллать.
– Ҫутҫанталӑкӗ те илемлӗ кунта, ҫӗрӗ те пулӑхлӑ. Вӑл мана тӑван ен пекех ҫывӑх. Кунта уҫӑ сывлӑш, кӑмӑл пулсан пахчара ӗҫлеме пулать. Эпир лартакан пахчаҫимӗҫ лайӑх тухӑҫ парать, манӑн мăшăрăм хӗл валли вӗсенчен салат хатӗрлет, помидорпа хӑяра тӑварлать, ытлашшине сутатпăр, – тет Николай Витальевич.
Сухан та, ыхра та ӳстереҫҫӗ Егоровсем. Кӑҫал суханăн тухӑҫӗ тулăх пулнă. «Хӗл валли эпир ҫителӗклӗ тухӑҫ илтӗмӗр, лавккари пек мар вӗт, хамӑрӑн», – теҫçӗ Егоровсем.
Панулмирен, чие ҫырлинчен, хурлӑханран тата ытти нумай улма-çырларан варенипе компот та хатӗрленӗ. «Варенисем, тӗрлӗ салат кунта хатӗрлетпӗр, банкӑсене тултаратпӑр, ӗлкӗреймесен Ульяновскри хваттерте те хатӗрлетӗп. Ир ӗлкӗрекен панулмисене пуҫтартӑмӑр ӗнтӗ», – тет Зинаида Васильевна.
Пахчинче темиҫе теплица пур Егоровсен.
– Теплицӑсене хамӑрах туса хутăмăр. Кӗркуннерен пулас хунавсем валли тӑпра хатӗрлесе хăваратпăр. Ҫуркунне ир-ирех тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ вӑрри акатӑп. Пахчаҫимӗҫ калчине (рассада) эпӗ хам акса тăватăп, ӳстеретӗп, туянмастӑп. Вӑрлӑха лавккаран илетӗп. Хунавсем кӑшт ӳссен вӗсене ҫӗнӗрен лартатӑп, вӗсем вӑй илсен, ӑшӑ пуҫлансан теплицӑна илсе тухатӑп, уҫӑ ҫӗре те кăларатпӑр. Мӗн ҫамрӑкран чечек ӳстерме юратрăм, – тет Зинаида Васильевна.
Ҫапла ҫуркуннепе ҫулла, кӗркунне хула шӑв-шавне ялта пахчаçимӗç ӳстерме улăштарса пурăнаççӗ Егоровсем.
Чечек ӳстерессин вӑрттӑнлӑхӗсем
«Вӑрлӑх акассин хӑйӗн йӗрки пур», – тет Зинаида Егорова. Чи малтанах пулӑхлӑ, торфлӑ тӑпрасене суйламалла. Калчасенче нӳрӗк тӑтӑш пултӑр тесен тӑпрана перлит сапсан та аван. Лавккасенче халӗ ятарлӑ тӑпра сутаҫҫӗ, ӑна та туянма пулать. Тӗслӗхрен, петуние кӑна илер. Палӑртса хӑвармалла: пахчаҫӑсен питӗ кӑмӑллакан ҫак кӑпӑшка чечекӗн вӑррисене килте февраль уйӑхӗн çурри хыҫҫӑн акаҫҫӗ. Вӑл ӑшша, ҫутта юратать. Ампельлисем уйрăмах. Ҫавӑнпа май пур таран ун ҫине хушма ҫутӑ – фитолампа вырнаҫтармалла. Кун пек чухне вӑрлӑх лайӑх, илемлӗн шӑтать, апрель уйӑхӗнче чечек çурма тытӑнать. Пӳлӗмри температура 23-25°C пулсан, уйрӑмах лайӑх Икӗ эрнере пӗр хутчен шӗвӗ удобренипе апатлантарма манмалла мар.
Петуния чирлеме те пултарать. Нумай чухне ҫакӑн сӑлтавӗ – ытлашши нӳрӗк. Чирлӗ калчасене вӑхӑтра пӗтермелле.
Пахчаҫӑсен ҫанталӑк условийӗсене питӗ тимлӗ пулмалли, уҫӑ ҫӗре лартнӑ чухне чечексене сӑнаса тăма кирли пирки те калас килет. Нормӑран аяларах температурӑра калчасене ҫӗрле витмелле.
Куршакри хризантема
Хризантема – сивве чăтăмлă чечек. Унăн илемлĕ çеçкисем хĕл ларичченех балкона, пӳрт умне илем кӳреççĕ.
Куршака лартнă хризантемăна сивĕтнĕçемĕн ăшăрах çĕре куçарма меллĕ. Шел те, куршакри хризантемăна хăшĕ-пĕри пĕр хутчен чечекленекен ÿсентăран пек çеç хаклать, чечекленсе пĕтерсен куршакри чечек юлашкине тислĕке «ăсатать». Тĕрĕс пăхсан вара куршакри хризантема темиçе çул пурăнса чечекленсе савăнтарма пултарать.
Кĕркунне туяннă хризантемăна сивве чăтăмлă тесе палăртнă пулсан та хĕле хирĕç ирĕке куçарса лартма ан шутлăр. Вăл чечекленме пăрахса тымарланма, хĕле хатĕрленме ĕлкĕреймест. Чечеке пысăкрах куршака куçарса лартмалла. Тăпра кăпка, пулăхлă пулмалла. Хризантемăна чечекленнĕ вăхăтрах урăх куршака куçарма юрать. Малтанхи тăприпех, чăмаккана асăрханса кăларса пысăкрах куршака лартни ӳсентăраншăн усăллă çеç пулĕ.
Çанталăк сивĕтиччен пӳрт умĕнче лартнă пулсан сивĕсем килсен ăна верандăна е кантăклă балкона куçарма пулать. Хăрма пуçланă чечексене тӳрех касса илмелле – ыттисем вăрахрах ларĕç. Тĕм чечекленсе пĕтерсессĕн тунасене 7-15 см хăварса касмалла та ăшă пӳлĕме лартмалла. Ӳсентăран вăхăт çитичченех вăранса ӳсме пуçласран питĕ пусмапа е хутпа хуплама юрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев