Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хуйхăсене пӗрле çӗнсе, савăнăçа икке пайласа...

Ҫемье кунне ячӗпе хӑйсен пурнӑҫӗн кашни самантӗнчен илемлӗх тупса пурăннă мӑшӑрӗсене: Кивӗ Шемăршел ялӗнчи Мунирапа Тимерша Гиззатуллинсене, Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнчи Сакинапа Рустем Хасановсене, Муслимапа Мидхат Юсуповсене чысларӗç

Вӗсен туй, мӑшӑрлану кунӗсем хальхи ҫамрӑксенни пек чаплах иртмен, хӗрпе каччӑн тумӗсем те ытла капӑр пулман, хӑнасене те килте мӗн пур çавăнта çеç хӑналанă.

Юрать-ха вӗсем пӗр-пӗринпе курса, паллашнӑ пулсан. Ун пек телей те нумайӑшне пӳрмен, нумай чухне юраса, тупса панипе çемье çавăрнă хальхи аслă çулсенчи çынсем. Ҫапах та, нумай ҫул хушши мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанса, çемье çирӗплӗхне сыхласа хăварнă, паян та районти кӑтартуллӑ, тӗслӗхе илмелӗх ҫемьесем пулса тӑраҫҫӗ. 

60 тата 65 ҫул пӗрле пурӑннӑ хисеплӗ мӑшӑрсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова тата ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем саламларӗҫ. Район пуҫлӑхӗн ячӗпе хисеплӗ мӑшӑрӗсене саламлӑ ҫырусем, парнесем, ӑшӑ сунăмсем сунчӗç.

– Эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр, сирте тӗрӗслӗх, тӳрӗлӗх, юрату тӗслӗхне куратпӑр, – терӗ Айрат Залялов юбилярсене. – Паянхи ҫутӑ та илемлӗ пурнӑҫа эсир хӑвӑрăн тăрăшуллă ӗҫӗрсене пула йӗркеленӗ. Эсир нумай йывӑрлӑха тӳссе ирттернӗ, ял хуҫалӑхне, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи юхăннă ҫӗршыва çӗкленӗ, пуриншӗн те тавтапуҫ сире. Сывлăх, тикӗс пурнӑҫ пултăр малашне те.

Чӑннипех те ҫав ăмсанса пӗтерме пулман мӑшӑрсен ӗçленӗ тапхӑрӗсем те, пурнӑҫра та тӗслӗхлӗ ҫынсем пулса тăраççӗ.

Утмăл пилӗк çул пӗрле...

Тимӗр туй –  тӗлӗнмелле дата. Мӗншӗн тесен кашни ҫемье ҫакӑн пек нумай вӑхӑт хушши туйăмсене сыхласа хăварма пултараймасть. Ҫак юбилей ҫемье ҫирӗплӗхне тимӗр пек пулнине кăтартать.

Гиззатуллинсем 65 ҫул ӗнтӗ пӗрле. Пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ, халӗ вара, ҫичӗ мӑнук тата пилӗк мӑнук çитӗнеççӗ вӗсен.

Мунира Зиннатулловнапа Тимерша Арифуллович кӑҫалхи çул районти чи ватӑ мӑшӑр пулса тăраççӗ. Март уйӑхӗнче Тимерша пичче хӑйӗн 90 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.

– 1958 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче Аслă Чăнлă ялӗнчен çак никӗсе килсе кӗтӗм. Кунта хуняма пурччӗ, пӗр вӗрентекен пурăнатчӗ. Ҫав ҫулсенче пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗ пулман ҫынсене ҫапла киле кӗртетчӗç вӗт. Хуняçа вăрçăра хутшăнать, унтан таврӑнмасть. Ман хуняма питӗ ӑслӑ кинемиччӗ. Виҫӗ ачана мăшăрӗсӗр, пӗчченех пӑхса ӳстерет, ӗҫе хӑнӑхтарать. Мана кунта кӳршӗри аппасем тимлесе пачӗç качча. Пурăнма тăрăшрăм, каялла таврӑнма çул çукчӗ – килте те ун ҫинчен пӗр хут ҫеҫ: «Ăҫта каятӑн, ҫавӑнта чул пул», тесе пӗр хут кăна каларӗç. Эпир хамӑр ҫиччӗн ӳсрӗмӗр, атте вӑрҫӑра пулчӗ, инвалид пулса таврӑнчӗ. Мухтав Турра, эпир лайӑх пурăнтăмӑр, хуняма ачасене пăхса ӳстерме пулăшрӗ, эпир ӗҫрен таврăннă çӗре апат пиçнӗ, алӑка питӗрсе çӳремерӗмӗр, унпа 35 ҫул пурӑнтӑмӑр çапла пӗрле, – тесе калаçрӗ Мунира аппа.

Мунира аппа ҫемьене упраса пурăнакан – хӗрарӑм пулнине те палӑртрӗ. «Ытлашшине калаçмалла мар, кирлӗ ҫӗрте пăрăнса тăмалла. Хире хирӗç тăрса вăрçăнсан, пӗр-пӗрне çул памасан – пурнăç пулмасть вăл. Кашни ҫыннӑн телейӗ хăйӗн аллинче, çакна асра тытмалла!» – тет.

Тимерша пиччепе Мунира  аппа ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлеççӗ. Тимерша пичче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та, участокри больницӑн лашисене пӑхать. Мунира аппа вара колхоз пахчинче пахчаҫимӗҫ ӳстернӗ çӗрте вăй хурать.

Мунира аппа II степеньлӗ  «Анне» медалӗн хуçи пулса тăнă. Паянхи кун вӗсем иккӗшӗ пурӑнаҫҫӗ, анчах ачисемпе мӑнукӗсенчен килӗ вӗсен пушанмасть. Эрне вӗҫӗнче вӗсем пуçтарăнса киле таврӑнаҫҫӗ, мӗнпур ӗçе пӗрле туса хăвараççӗ.

Чунăмçăм, тесе кăна...

Тӳсӗмлӗх, пурнӑҫа юратни – телей никӗсӗ, тесе шутлаççӗ Аслă Чăнлăра пурӑнакан Муслимапа Мидхат Юсуповсем. 60 ҫул вара пӗрле пурӑнни – бриллиант туй.

Вӗсем пӗр урамра, пӗор-пӗринчен темиҫе ҫурт урлӑ кăна ӳссе çитӗнеççӗ. Ҫамрӑклах пӗр-пӗрне килӗштернӗ, 1963 ҫулхи апрель уйӑхӗнче çемье çавăрнă.

«Ӗлӗк ҫамрӑксем улах каçне пуçтарăнас йăла пурччӗ. Эпӗ шурӑ кӗпе тăхăнаймарăм, ҫитсӑ, штапель материалсенчен ҫӗлеме пултарайсан та – ку вӑл çав ҫулсенче пысӑк телей пулчӗ. Апла пулсан та туй илемлӗ иртрӗ, темиçе кун хăнана ҫӳрерӗмӗр. Кашни саманан хӑйӗн илемӗ, хӑйӗн ӑстăвăмӗ. Пирӗн те, тунсăхласа аса илмелӗх асаилӳсем пур», – тет Муслима аппа.

Муслима аппа та, Мидхат пичче те нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Мидхат пиччесем ҫиччӗн пулнӑ, вӑл вара –  кӗҫӗнни. Вӗсем ҫемйипех, лайӑх пурнӑҫ шыраса, Баку енне тухса каяççӗ, анчах вӑрҫӑ пуҫланать. Ашшӗпе икӗ тетӗшне вӑрҫа илсе каяççӗ. Амӑшӗ ытти ачисемпе пӗрле пуҫтарать те каллех яла таврӑнать. Ҫак вӑхӑтра Мидхат пурӗ 3 уйӑхра ҫеҫ пулнӑ. Ашшӗпе тетӗшӗсем вӑрҫӑран таврӑнмаççӗ.

Муслима аппа ҫемьере пилӗк ачаран асли пулса ӳсет. Ашшӗ вӑрҫӑран аманса таврăнать. Йывӑрлӑхсем нумай кураҫҫӗ, анчах тӳссе ирттереççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре пулаççӗ.

Мидхат Калимуллович  ялта пилорама уҫăлнă вăхăтра, малтанхи кунсенчех, пӗтӗм оборудование хӑй йӗркелесе вырнаҫтарать, хӑйӗн пурнӑҫӗн чылай пайне унта ирттерет. Унтан строительство бригадине ертсе пырать. Муслима Рахимзяновна вара фермӑра ӗҫлет.

Паян вӗсем, тӗп никӗсре, иккӗшӗ кăна пурӑнаҫҫӗ, ялта хӗрӗсем тӗпленсе юлнă, ытти ачисем – Ульяновск хулинче.

Пурнӑҫ тӑршшӗнче тӗрлӗрен пулать: нуши те, йывӑрлăхӗ те. Юсуповсене пилӗк ачаран аслӑ хӗрӗ пурнăçран уйрăлса кайнине те тӳссем ирттерме тӳрӗ килет. Пурнăçра хуйхă савăнăçа пурне те пӗрле пайласа пурăннăран паянхи кун телейлӗ ватлăх ирттереççӗ.

Пурнӑҫ пулсан пулать тӗрли...

Сакина Загитовнапа Рустам Бахитович Хасановсен ҫамрӑклӑхӗ, паянхи  кунӗсем те тăван енӗсенче Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнче иртеççӗ. 2023 ҫул вӗсемшӗн те паллӑ датăпа пуян: 60 ҫул пӗрле пурӑнни, бриллиант туй.

Ял пурнӑҫӗ нихăҫан та ҫӑмӑл пулман, анчах вӗсем нихҫан та ӳпкелешмен, кашни ӗҫрен илем тупса, пурнӑҫ хакне пӗлсе пурӑнаҫҫӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта ӗҫе те арҫын ӗҫӗ, хӗрарӑм ӗҫӗ те тесе тăма май пулман. Вӑрман каснӑ ҫӗрте те, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте те яланах пӗрле пулаççӗ. Пурнӑҫ лавне те яланах пӗрле туртаççӗ.

Рустам пичче ӗмӗр тӑршшӗпех механизатор пулса ӗҫлет. Ҫуркуннепе кӗркунне акара, çулла тырпул пухса кӗртнӗ, ҫӗр сухаланӑ ҫӗрте ӗҫлет. Сакина аппа – дояркăра. Иккӗшӗ те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хисеп грамотисене тивӗçлӗ пулаççӗ. Ӗҫ ветеранӗсем.

60 ҫул хушшинче Хасановсен савӑнӑҫ-хуйхи те пулнӑ. Пӗрле пайланă. Туслӑ ҫемьере пилӗк ача ҫуралнӑ. Йӑха малалла тӑсакансем ҫичӗ мӑнук, икӗ кӗçӗн мăнук çитӗнеççӗ. Вӗсем халӗ те хӑйсен шӑпин мӗнпур йывӑрлӑхӗсене иккӗшӗ пӗрле ҫӗнтерсе малалла  утаçҫӗ. Кашни килен куншăн Турра тав туса, хăйсемпе пӗрле пӗр никӗсре пурӑнакан ывӑлӗпе кинӗшӗн тӗп тӗрек, пулӑшакансем пулса пурăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев