Хыпарсем

Хӑрушсӑрлӑх пиçиххине çаклат

Автомобиль ăшне кӗрсе ларсанах, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫаклатмалла.

— Транспорт хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗсем тишкернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курни ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем сиксе тухсан вилӗм е травма пулма пултарассине, малти ларкӑч ҫинче водительпе пассажиршăн 50 процента, кайри ларкӑч ҫинче пассажирсемшӗн 25 процента чакарать.

Автомобиль çаврăнса хупланнă тӗслӗхре лектернӗ хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ сывă юлассине пилӗк хут ӳстерет, — тет Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов. — Тӗслӗхе Пăрăнтăк станцийӗ патӗнче кӑҫалхи апрелӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекне илсе кӑтартас тетӗп. Çӗрле 23.30 сехетре, 1997 ҫулта çуралнă водитель, транспорт хатӗрне тивӗçлипе тытса пырайманнипе, унăн автомобилӗ ҫаврӑнса хупланать, васкавлӑ пулӑшу киличченех пулса иртнӗ инкек вырăнӗнче вăл вилет. Çак тӗслӗхре водитель хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхăнман пулнă. 

Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр юхăмӗн правилисен 2.1.2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, ҫакна палӑртмалла: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе оборудованилленнӗ транспорт хатӗрӗн водителӗн транспортпа пынă чухне хӑйӗн те пиçиххипе çыхăнмалла тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнман пассажирсене турттарса ҫӳремелле мар.

Справка

2023 ҫулта районта автомобильпе пынӑ чухне хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курман 412 факта тупса палӑртнӑ, вӗсем тӗлӗшпе протоколсем çырнă.


Нет комментариев