Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурс иртрӗ

Конкурсра районти 18 шкулти чи лайӑх командӑсем хутшӑнчӗç

1 номерлӗ Çӗпрел вӑтам шкул базинче «Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурсӑн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ. 

Конкурс тӗллевӗ — ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне пултарас марри, ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх правилисене пӗлессине ҫирӗплетесси, вӗсене пропагандӑлама хутшӑнтарасси, ачасене çул-йӗр юхӑмӑн ҫамрӑк инспекторӗсен отрядне явӑҫтарасси, сывӑ та хӑрушсӑр пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ҫамрӑк инспекторсене саламларӗ, конкурсра ăнăçусем тата ҫӗнтерӳсем сунчӗ.

Районти шкулсен ҫамрӑк инспекторӗсене ҫак номинацисем тӑрӑх ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӗлнине кӑтартма çак номинацисемпе май пачӗç: «Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӗлекенсем», «Пӗрремӗш пулӑшу памалли никӗссене пӗлни», «Автогородок», «Велосипедӑн фигурӑллӑ çуревӗ», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем». Унтан командӑсем «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӗрле» конкурса пултарулӑх номерӗсене кăтартрӗç.

Пӗтӗмӗшле кăтар-тусемпе Çӗнӗ Упи тӗп шкулăн команди 1 вырӑна çӗнсе илчӗ, 2 вырӑна — Хулаçырми вăтам шкулӗн команди, 3 вырӑна — Кивӗ Шемӗршел вăтам шкулӗн команди тухрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ку-бокӗсем, медальсем, Дипломсем тата «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн» территорири управленийӗн Пӑва уйрӑмӗн парнисене пачӗç.

Çӗнӗ Упи шкулӗн команди Нижнекамск хулинчи «Хӑрушсӑр кустӑрма» республика конкурсӗнче район чысне хӳтӗлӗ.

 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев