«Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурс
Командӑсем ҫул-йӗр правилисене пӗлес, пӗрремӗш пулӑшу кăтартас тата велосипедсемпе фигурллă ярӑнас ăсталăх енӗпе ӑмӑртрӗç.
Конкурса Алешкин-Саплăк, Аслӑ Аксу, Кӗçӗн Чăнлă, Марс, Матак, Анат Чакă, Çӗнӗ Йӗлмел, Кивӗ Кахăрлă, Кивӗ Шемӗршел, Упи, Чӑваш Ҫӗпрел, Шланка, Çӗнӗ Упи, Кивӗ Чукал, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗсен тата Кивӗ Çӗпрел нумай профильлӗ лицейӗн ЮИД отрячӗсем хутшӑнчӗç. Кашни отрядра икӗ хӗрача тата икӗ арҫын ача пулчӗç.
Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов, «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» муниципаллă бюджет учрежденийӗн Хусанти ТУ профилактика Пăва уйрӑмӗн специалисчӗ Екатерина Журавлева, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн автоинспекторӗ Ленар Волков, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов хутшӑнчӗç.
Командӑсем ҫул-йӗр правилисене пӗлес, пӗрремӗш пулӑшу кăтартас тата велосипедсемпе фигурллă ярӑнас ăсталăх енӗпе ӑмӑртрӗç. Çавăн пекех, ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тата медицина, пӗрремӗш пулӑшу практики енӗпе сăнавсем те иртрӗç. Командӑсем пурте килти задани пулнă май, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн темипе пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗччӗ.
Арҫын ачасем хушшинче уйрăм зачетра Станислав Фадеев 1-мӗш, Максим Мусаткин (Чӑваш Çӗпрел шкулӗ) — 2-мӗш, Тимофей Кудрявцев (Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей) — 3-мӗш, Расул Халимов (1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ) 4-мӗш, Арсений Чернов (Упи вăтам шкулӗ) 5-мӗш вырӑнсене тивӗçлӗ пулчӗç.
Хӗрачасем хушшинче уйрăм зачетра 1-мӗш вырăна Яна Синдюкова (Чӑваш Ҫӗпрел вăтам шкулӗ) çӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑна — Диля Мухитова (Кивӗ Кахăрлă), 3-мӗш вырӑна — Елизавета Гаврилова (1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел), 4-мӗш вырӑна — София Жирнова (Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей), 5-мӗш вырӑна Карина Степанова (Кивӗ Шемӗршел) йышăнчӗç.
«Чи лайӑх пултарулӑх номерӗ» номинацире 1-мӗш вырăна Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗн, 2-мӗш вырӑна Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗн, 3-мӗш вырӑна чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗн командисем йышӑнчӗç.
Пӗтӗмӗшле команда пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗ 1-мӗш, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди — 2-мӗш, Упи шкулӗ — 3-мӗш, Ҫӗнӗ Упи тӗп вăтам шкулӗ — 4-мӗш, Кивӗ Çӗпрел нумай профильлӗ лицей 5-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене I, II, III степеньлӗ Дипломсем, медальсем, кубоксем, ҫавӑн пекех, шкул валли принтерсем, велосипед илме сертификатсем илчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев