Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӑрушӑ лару-тӑрӑва хатӗр пулмалла

Кун пулăмӗ

Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асăрхаттарас тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗнче ҫурхи шыв-шур валли хатӗрленмелли ыйтусене пӑхса тухрӗç

Лару районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пынипе иртрӗ. Унта ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, организацисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Рустам Мухаметзянов палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн район шыв илес хăрушлăх зонине кӗмест. Анчах кӑҫал юр нумай ҫунипе, сасартăк ăшăтса ярсан, хӑш-пӗр ҫуртсене шыв илес хăрушлăх пур. Ял тăрăхӗсенче ҫакӑн пек лару-тӑру ан пултӑр тесен, ҫулсем ҫинче çул çулӗсене, шыв юхакан трубасене халех тасатма кирли çинчен калаçрӗ. Паллах, ку ӗҫсене планланӑ, ҫуртсемпе зданисен тӑррисене юртан тасатнӑ. Районти пушарпа ҫӑлав пайӗ кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ лару-тӑрӑва, пушара тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хатӗр. Ҫуртсене шыв илнӗ тӗслӗхре, пулӑшу планне те тунӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисене: шкулсене, ялти культура ҫурчӗсене, ФАПсене, клубсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗç.

Лару пынӑ май, Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин ТР енӗпе ГПС ФПС 114-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн начальникӗн тивӗçне пурнăçлакан Александр Мердеев доклад турӗ. Докладчик палӑртнӑ тӑрӑх,

«Гидрометеорологипе тавралӑх хутлӑхӗн мониторингӗн управленийӗн» прогнозӗсем тӑрӑх çурхи ейӳ каяссине апрелӗн пӗрремӗш декадинче пулӗ. Паянхи кун район территорийӗнче çурхи ейӳпе ҫыхӑннӑ пулăмсем палăрман. Шыв илес зонӑна кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсем ҫук.

Районта пысӑкрах хатӗрлӗх режимне (чрезвычайлă лару-тăру) кӗртмен, юханшывсем хальлӗхе пӑр айӗнче. 
Александр Мердеев каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи мартăн 20-мӗшӗнче «Шыв илнипе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру килсе тухнă вăхăтра пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ӗҫченӗсен ӗçӗсем» темӑпа штаб хăнăхӗвӗсем ирттерӗç. 
Ларура, ҫавӑн пекех, халӑх пурӑнакан пунктра шыв трубисемпе шыв ҫулӗсене тасатас енӗпе ял тăрăхӗсем яваплӑ пулнине, ҫурт умӗнчи шыв ҫулӗсене тасатассине кил хуҫи хӑйӗн пурнăçламалла, ҫавна тума май килмесен, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ патне каймалла.

Шыв илес хăрушлăх юнанă территорисенче пурӑнакансен пӳрт тӑррисемпе килкартисене юртан тасатмалла, ирӗлекен юр шывӗсем валли канавсем чавмалла. Лару пынӑ вӑхӑтра ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене пушар гидранчӗсене те юртан тасатма хушу пулчӗ.

Унтан Рустам Мухаметзянов ларăва пӗтӗмлетсе, организацисен ертӳçисен пурнӑҫламалли задачисене те палӑртрӗ.

Çурхи шыв-шур вӑхӑтӗнчи канашсем

Шыв илес хӑрушлӑх пур вырӑнсенче пурӑнакансен вӑхӑтран вӑхӑта синоптиксен хыпарӗсене итлемелле, хӑйсем валли пӗтӗмлетӳ тумалла.

Пӳрт тӑррисемпе кил-картисене юртан тасатмалла; юр шывсене юхма канавсем чавмалла, ҫуртсене шыв кӗме кансӗрлекен дамбӑсем тумалла; нӳхрепсенчи апат запасӗсене ҫӳллӗрех те типӗ вырӑна куҫармалла; эвакуацилес-тӑвас пулсан, 3 кунлăх апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли шыв тата кирлӗ эмел запасӗ хатӗрлемелле, чи кирлӗ ытти япаласене, документсемпе укçа-тенке пек хаклӑ япаласене, ан йӗпенччӗр тесе, полиэтилен пакетсене хурса, тумтирсен хушшине шанчăклă пытармалла; инкек-синкек сиксе тухсан, чи малтан ачасене, чирлисене, май пулсан пурлӑха хăрушсăр вырӑна илсе тухмалла; ҫав хушӑрах килти выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те манмалла мар: йытӑсене чӗлпӗртен вӗҫертсе ямалла, кӑвакалсене, хурсене, чӑхсене мачча ҫине илсе хăпарса питӗрсе илмелле, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе çӳлӗрех вырăна илсе кайса кăкарса хумалла, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсемпе хуҫалӑх хуралтисенче электричествăна сӳнтермелле, газопровод кранне хупмалла тата ытти те.

Малалла тăсса

Ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче, çурхи ейӗве лексен, йывӑр тумтирсене хывни, путман хытӑ япаларан ҫакланни, шыв юхӑмне пӑхӑнса ишни вырӑнлӑ. Пӑрлӑ шыва анса кайнă ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ хӑвӑрт шăннине асра тытмалла, мӗншӗн тесен шыв ӑшша сывлӑшран 25 хут хӑвӑртрах ирттерет. Сивӗ шывра ҫыннӑн ӳт-пӗвӗн температури 35 градусран сахалтарах тӑрать пулсан, ҫакӑ гипотерми патне илсе çитермет, ҫын вилме те пултарать. Шывра шӑннă ҫынна ӑшӑ душра, саунăра ӑшӑтмалла, уйрӑмах ҫурӑмпа кӑкӑра ӑшӑтмалла, типӗ тумтир тăхăнтармалла, вӗри чей памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев