«Хресчен пӳрчӗ» тӑрӑх çулçӳрев
Вăйă-квест
Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, уроксем хыççăн, Çĕнĕ Упи шкулӗнче вăтам классенче вĕренекенсем «Хресчен кил картишӗнче» квест-вӑййа хутшӑнчĕç. Хутшăнакансем командӑсем çине пайланчӗҫ, «Хресчен пӳрчӗ» тӑрӑх тӗлӗнмелле «ҫулҫӳреве» кайрӗҫ.
Чӑвашсен йӑли-йӗркипе, авал усă курнă япаласемпе, пурнӑҫ йӗркипе, алӑсталӑхĕпе паллашрĕç. Вӑййӑн кашни тапхӑрӗ интереслӗ ыйтусемпеччĕ, ачасем музей залӗнче тупма пултарнӑ хуравасене шырарĕç. QR-код пулӑшнипе сăмахкаçмăш ыйтӑвӗсем ҫине хуравсем шырарĕç (ӳкерчӗкре).
Ачасем пӗр-пӗринпе хастар хутшӑнса ӗҫлерӗç, вӗсен йӑла-йӗркепе культура ҫинчен ытларах пӗлес килчӗ. Вӑйӑ тапхӑрӗсем витӗр тухсан, шкул ачисем хресченсен йӑли-йӗркине чӑн-чӑн пӗлекенсем пулса тӑчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев