Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӗрарӑмсене чысларӗҫ

Мероприятире ятарлă ҫар операцийӗнче хутшăнакан çар ҫыннисен амӑшӗсемпе мăшăрӗсем тата нумай ачаллӑ аннесем, ӗҫ ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ

Ырӑ йӑлапа, Çӗпрел районӗнче Мартăн 8-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ умӗн хӗрарӑмсене чысларӗç. Мероприяти районти Культура çуртӗнче иртрӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хисеплӗ хӗрарӑмсене саламларӗ. 

— Хаклӑ аннесем, кукамай-асаннесем, хӗрсем, аппа-йӑмӑксем! Сирӗнсӗр пирӗн пурнӑҫ ҫутӑ та, ăшă та пулман пулӗччӗ. Ҫуркуннен ҫак пирвайхи ҫутӑ уявӗ те хӗрарӑмăн чун-чӗрипе сӑнарланать. Эсир — ҫемье ӑшшине упракан, ачасене воспитани паракан, кашни килтех ырлӑх, тăнăçлăх Турри. Сирӗн пурнӑҫӑр савӑнӑҫпа тулса тăтăр, телейлӗ те сывлӑхлӑ пулӑр, — терӗ вӑл.

Марат Гафаров ывӑлӗсемпе мăшăрӗсем паян ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пулнисене те уйрăм тав сăмахӗсем каларӗ. 

— Сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр, — терӗ вӑл.

Ҫак каҫхине район пуҫлӑхӗ ӗҫӗсенче ҫитӗнӳсем тунӑ хӗрарӑмсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче икшер, виçшер ывăлӗсем пулнă амăшӗсене Ҫӗпрел районӗн 90 ҫуллăхӗ ячӗпе медальсем пачӗ.

Мероприятире «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ, çулталӑк арҫынӗ: хӗрарӑм куçӗпе» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисене те сцена çине йыхравларӗ.

Хӗрарӑмсене чи ырӑ, чи илемлӗ сунăмсем пулчӗç. Пултарулӑх артисчӗсен этемлӗхӗн черчен пайӗн пӗлтерӗшӗ, вăл хисепре пулни çинчен юрăсем пурнăçларӗç.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен ҫар çыннисем саламласа хатӗрленӗ видеороликсене те кӑтартрӗç. 

Залра ларакансене пурне те чечексемпе парнесем валеҫсе пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев