Хӗрарӑм илемӗ — Анне пулнинче!
Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв килсе тухрӗ. Ку — Çие юлнисен кунӗ.
Ӑна ҫулталӑкра икӗ хутчен — апрелӗн 7-мӗшӗнче тата октябрӗн 7-мӗшӗнче — паллӑ тӑваҫҫӗ. Мӗншӗн тесен çире пурри 9 уйӑха тӑсӑлать, йывăр çын хӗрарӑмсем ҫак уява ҫак икӗ датăран пӗринче паллӑ тума пултарӗҫ.
Патшалăх çие юлнă хĕрарăмсем çине тимлĕх яланах уйăрса тăнă. Вăл ачасене воспитани парассипе, аслă çулсенчисене пулăшассипе танах. Паянхи кун та пулас амăшĕсемпе çыхăннă ыйтусем мала тухаççĕ. Кашни хĕрарăм хăйĕн ăрăвне тăсакана, çемьене телей парнелекене çуратать кăна мар, ку ачара — çĕршыв пуласлăхĕ. Раççейре Çие юлнисен кунне уявласси те хĕрарăмсене пулăшассипе çыхăннă.
Ҫак ятпа районти ҫамрӑксен «Созидание» клубӗнче çие юлнă хӗрарӑмсем хутшӑннипе мероприяти иртрӗ. Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов хутшӑнчӗ, вӑл пулас аннесен умӗнче сӑмах каларӗ.
— Йывӑр ҫын хӗрарӑм — нацийӗмӗрӗн шанчӑкӗ, пирӗн пуласлӑх. Хӗрарӑмӑн пӗтӗм илемӗ, çепӗçлӗхӗ — Анне пулнинче, тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав. Тӗлӗнмелле вӑхӑт ку. Тӗнчене ҫӗнӗ ҫын килнӗ вăхăта, ҫак тӗлӗнтермӗше хӗрарӑмсем ҫеҫ парнелеме пултараҫҫӗ, — тесе уяв ячӗпе саламларӗ Айрат Залялов тата пулас аннесене телей, савӑнӑҫ сунчӗ.
Хальхи вӑхӑтра амăшӗн, ҫураласлăх, обществӑри традицилле хаклӑхсене хӳтӗлеме хамăрăн вăя яни питӗ пӗлтерӗшлӗ. «Кашни çие юлни ача ҫуратнипе вӗҫленме тивӗçлӗ», — тесе калаҫӑва малалла тӑсрӗ районти тӗп больницӑн акушер-гинекологӗ Светлана Тяхина.
— Эпӗ ӗҫ ҫулне пуҫланӑ чухне ҫулталӑкра 500 яхӑн ача ҫуралатчӗ. Паянхи цифра чылай пӗчӗкрех: кӑҫал 50 пепке ҫут тӗнчене килчӗ. Ҫакӑн тӗрлӗ сӑлтавӗ пур. Ҫавӑнпа та эпӗ хӗрарӑмсене ҫакна каласшӑн: эсир йывӑр ҫын пулнӑ-тӑк, ӑна ан ҫухатӑр, ҫуратӑр. Паллах, эпӗ кашни анне телейлӗ пултăрччӗ тетӗп, — терӗ Светлана Ивановна.
Мероприятире хутшӑннӑ районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрăм, пенси тата социаллӑ фондсен представителӗсем Гульназ Аюпова, Венера Садеева паян ҫемьесене, пулас ашшӗ-амӑшне паракан пурлӑх пулӑшӑвӗ ҫинчен калаçрӗç.
Сергий Радонежский храмăн иерейӗ Павел Пурлов тата мусульмансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Энджия Шарафутдинова тӗн хаклӑхӗсем, йӑла-йӗркесем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Мероприятие ЗАГС пайӗпе пӗрле йӗркеленӗччӗ. Пулас аннесем те, çаплах, концерт номерӗсене курса савăнчӗç. Унтан уява хутшӑнакансене парнесем, чечексем пачӗҫ.
Справка
Республикӑра ҫемьесене 60 ытла социаллӑ пулӑшу памалли мера йышăннă. Республикӑра нумай ачаллӑ 55 пин ытла ҫемье пурӑнать. Юлашки 12 ҫулта вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасен ҫураласлӑхӗ ӳсет. Пӗлтӗр 313 йӗкӗреш тата пӗр виҫӗреш ҫуралнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев