Хӗрарăм водительсене – чечексем
Мартăн 8-мӗшӗ умӗн акци йӗркелерӗç
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Раҫҫей шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑва уйрӑмӗпе, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн ҫамрӑк инспекторсен отрячӗпе пӗрле «Автоледисене чечексем» акци ирттерчӗ.
Асӑннӑ акцин тӗллевӗ – ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтересси тата, ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пурнăçлама, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр юхӑмӗнче ытти хутшӑнакансен тӗлӗшпе тимлӗ пулма общественноҫа явӑҫтарасси.
Акци вӑхӑтӗнче ГИБДД инспекторӗсемпе çамрăк инспекторсен отрячӗ автоледисене Мартăн 8-мӗшӗпе саламларӗç, вӗсене чечексемпе открыткӑсем парнелерӗç, ҫул-йӗр правилисене яланах пурнăçлама, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхӑнма, ачасене ятарлӑ хатӗрсемпе лартса çӳреме чӗнсе каларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев