Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хоккей

Турнирта «Кивӗ Ҫӗпрел», «Хулаҫырми», «Кайпӑҫ» тата «Теччӗ» командисем вăй виçрӗç.

Пӑр ҫине чи малтан «Кайпăç» тата «Хулаçырми» командисем тухрӗҫ. Иккӗмӗшӗсем пулса, «Кивӗ Ҫӗпрел»  тата «Теччӗ» командисем вылярӗç. Виҫҫӗмӗш вӑйӑ  «Теччӗ» тата «Кайпӑҫ» командисем хушшинче иртрӗ. Унтан «Хулаҫырми» – «Кивӗ Ҫӗпрел», «Теччӗ» – «Хулаҫырми» командӑсем вылярӗç, 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсемшӗн финалти вӑйӑсенче «Кайпӑҫ» тата «Кивӗ Ҫӗпрел» командисем вăй виçрӗç.

Ҫапла вара, пӗрремӗш вырӑна «Кайпăç» командин ҫамрӑк хоккейисчӗсем ҫӗнсе илчӗҫ, иккӗмӗш вырăна  – «Кивӗ Çӗпрел», виҫҫӗмӗш вырăна – «Теччӗ», тӑваттӑмӗш вырăна – «Хулаçырми» командисем йышăнчӗç.

Чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗç: Раяз Арсланов – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Раян Хакимзянов – «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Илья Торгашев – «Чи лайӑх тапӑнакан». Турнирӑн тӗп судйине Даниф Шарафутдинова тата унӑн пулӑшуҫине те парнесем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев