Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӑнана ҫӳресси – ҫӑмӑл ӗҫ мар

Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче, Тутарстанра Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкӗн шайӗнче, «Халӑхсене хӑналас йӑла-йӗрке» музейри урок иртрӗ.

Хӑнана ҫӳресси те – ҫӑмӑл ӗҫ мар, чӑн-чӑн ӑслӑлӑх та иккен. Чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен тараватлӑх йӑлисем ҫынсен тӗнче курӑмне уҫаҫҫӗ.

Хӑнасене ырă йӑлапа ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Кил хуҫи  занятире хӑнасене мӗнле кӗтсе илмелли, кил-ҫурта хӑнасем мӗн илсе килни, хуҫисем мӗнпе хӑналани, мӗнле ӑсатса яни ҫинчен каласа пачӗ.

Хутшӑнакансем, çаплах, чей ӗҫмелли вӑрттӑнлӑхпа тата хӑнара хӑвна мӗнле тытмалли, тӗрлӗ лару-тӑрупа усӑ курмалли правилӑсемпе паллашрӗҫ.

Мероприятире ачасем ытти наци халӑхӗсен хӑналас йӑла-йӗркисем ҫинчен те электронлă хӑтлав пӑхса интересленчӗç.

Йӑласемпе паллашнӑ хыҫҫӑн, пурте сӗтел хушшине вырнаҫса ларса, сӑмавар патӗнче шушкӑпа сӑйланса, техӗмлӗ чей ӗҫсе киленчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев