Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хӗлхем» — лауреат

Районти чăвашсен ансамблӗ «Балкыш» фестивале хутшăнчӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хусанти патшалăх филармонийӗнче ветерансен хушшинчи VII «Балкыш» республика фестивалӗ иртрӗ. 

Кăçал мероприятие аслă çулсенчи çынсене пӗрлештерсе тăракан обществăлла организаци 35 çул тултарнине халалланăччӗ. 

Фестивале хутшăнакансене ТР Ветерансен регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи Хабир Иштиряков, ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Адель Мубаракшин саламларӗç. Вӗсем Тутарстанри аслă çулсенчи çынсем интереслӗ, тулли пурнăçпа пурăннине, çамрăксемшӗн тӗслӗх пулнине, республикăн аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнине палăртрӗç. 

Фестивале районти «Хӗлхем» халăх ансамблӗ те хутшăнчӗ. Ăна ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пырать. «Хӗлхем» ку фестивале кашни çулах хутшăнса пысăк çитӗнӳсем тăвать, кăçал та лауреат ятне тивӗçрӗ. Çавăн пекех уйрăммăн юрласа Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн директорӗ Наталья Макарова та лауреат пулса тăчӗ. 

«Хӗлхем» коллективӗ «Балкыш» фестивале хутшăнма майсем туса панăшăн, пулăшнăшăн район администрацине, культура уйрăмне тата районти ветерансен советне чӗререн тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев