Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хӗллехи каникул» профилактика мероприятийӗ иртет

Ӗнер. Паян. Ыран

«Хӗллехи каникул» профилактика мероприятийӗ декабрӗн 21-мӗшӗнче пуҫланать, ҫитес ҫулхи январӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Кӑҫалхи декабрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи январь уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра пирӗн районта та, ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикăлассин «Хӗллехи каникул» тесе каланă анлă масштаблă мероприяти иртӗ.

Çул-йӗр правилисене шута илмен пӗчӗк ҫуран ҫынсем те автоинспекци ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнса юлмӗҫ. Вӗсем ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснин фактне полицейскисем çамрăк инспекторсен юхӑмӗн отрячӗсемпе, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсемпе пуҫаруллӑ ушкӑнӗсемпе пӗрле асăрхаттарӗç. Çул-йӗр правилисене пӑсни ҫинчен калакан информацие ҫуран ҫынсен  вӗренекен вырӑнне, вӗсемпе профилактика ӗҫӗсем ирттермешкӗн парӗç.

Ҫавӑн пекех пӗлӳ паракан организацисенче полици ӗçченӗсем вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗç. Тематика лекцийӗсем автотранспорт предприятийӗсемпе ытти организацисенче иртӗç.

Начар ҫанталӑк условийӗсемпе ҫыхӑннӑ май, районти автоинспекторсем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курма чӗнсе калаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев