Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хӗле ӑсатса, ҫуркунне кӗтсе илни

Ҫулсерен Турхан Упи ялӗнчи Николайпа Галина Еремеевсем Ҫӑварни уявне ирттереҫҫӗ.

Вырсарникун кӑнтӑрла тӗлнелле таврана илемлӗ кӗвӗ-ҫемӗ илтӗнсе тӑчӗ.

Кил умӗнчи лаптӑка маларах катемпие вырнаҫтарса лартнӑ. Капӑр тумлантарнӑ, хӗрлӗ тутӑрлӑскер...

Палӑртнӑ вӑхӑта ҫывӑх урамри шӑпӑрлансем, тусӗсем пуҫтарӑнса килсе ҫитрӗç. Хӗрӗсем ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхса янӑ, мӑйӗсенчен шушкӑсем ҫакнӑ. Катемпи тавра тӑрса тӗрлӗ хускануллӑ вӑйӑсем выляса савӑнчӗç, юрӑсем юрларӗç, тӑвайккинчен ҫунашкасемпе ярӑнса ӑмӑртрӗç.

Тараватлӑ кил хуҫисем ачасене тутлă икерчӗпе, техӗмлӗ чейпе сӑйларӗç, пылак ҫимепе хӑналарӗç.

Кайран вара, улӑмран тунӑ Катемпие ҫунтарса хӗле ӑсатрӗç, ҫуркуннене кӗтсе илчӗç. Мӗн праҫник вӗҫленичченех пӗчӗкскерсен сӑн-пичӗсенче савӑнӑҫлӑ, йӑл-кулӑ ҫиҫрӗ. Хаваслӑ кӑмӑлпа килӗсене саланчӗç. Пӗчӗк ачасене халӑх йӑли-йӗркисемпе паллаштарса пыни, ламран лама куҫса пыни питӗ савӑнтарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев