Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хисеплӗ вулаканăм!

Ку манӑн кӑҫал сан аллуна лекнӗ 51-мӗш номер. Ҫулталӑк тăршшӗ эпӗ эсӗ районта, Тутарстанра мӗн пулса иртнине пӗлсе пытăрччӗ тесе, хамӑн страницӑсенче тӗрлӗ хыпарсене ҫутатса тӑтӑм.

Сана кăмăлсăр ан пултăр, пушӑ вӑхӑтра вулама калавсем, литература произведенийӗсем пичетлерӗм. Ял ҫынни ҫинчен ҫыртӑм, мӗн ӗçлеме юраманнине кӑтартса пытăм. Кӑҫалах санпа сывпуллашатӑп. Сывӑ юл,  ҫитес ҫулсенче те телейлӗ пул, мана, урӑхла каласан, «Тӑван ен» хаçата вула, мӗншӗн тесен эпӗ – санӑн аслаҫу-асаннӳ, какаçу-кукаму, аҫу-аннӳ ҫырӑнса илнӗ хаҫат. 2023 ҫулта та сана савӑнтарас тесе мӗн вӑй ҫитнӗ таран пурне те ӗçлӗп – эсӗ пăхса, вуласа пыма çеç тăрăш! Çакна та пӗлтерсе  хăварасшăн эпӗ  – тутарла пичетленекен «Туган як» хаçата Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа почта урлă 1012 ҫын илӗҫ. «Тăван ен» хаçата вара тата ытларах – 1112 ҫын ҫырăннӑ.

Ҫӗнӗ ҫулта сан патна мана почтальон январӗн 13-мӗшӗнче илсе килӗ. Ҫӗнӗ ҫул телейпе канӑҫлӑх кӳтӗр! Тӑван енре «Тӑван енпе» пурӑнар!

Сире юратса та   хисеплесе  «Тӑван ен».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев