Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хисеплӗ атте тата асатте

Хисеплӗ ветеран тӑхӑрвуннӑ ҫулта та хӑйӗн тӗслӗхӗпе пурне те хавхалантарать.

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Харис Шагиевич Халитов 90 ҫул тултарчӗ. Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ çынна ҫак паллӑ пулӑмпа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова саламларӗç. 

Рустам Искандарович юбиляра общество ырлӑхӗшӗн нумай ҫул ӗҫленӗшӗн тав турӗ, района, тӑван ялне аталантарас ӗҫе пысӑк пай кӗртнине палӑртрӗ. 

Харис Шагиевич Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялӗнче иртет. Ҫемьере вӗсем тӑваттăн çитӗннӗ, Харис абый виҫҫӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килнӗ. 6 класс пӗтерсен, вӑл хӑйӗн ялӗнчи МТСа каять. Ун чухне Кивӗ Шемӗршел ялӗ Буденновски районӗн центрӗ пулнӑ. МТСра вӑл токарь пулма вӗренет. Кунта вӗреннӗ тата ӗҫленӗ ҫулсенче вӑл каҫхи шкулта 8 класс та пӗтернӗ. Унтан Германи территорийӗнче виҫӗ ҫул çар службинче тăрать. Ҫар хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнать. МТСра электрогазосварщик, токарь пулса вăй хурать. 1967 ҫултан пуçласа районти потребительсен обществинче шофер-экспедитор пулса ӗҫлеме пуҫлать. Машинӑсемпе районти ялсене апат-ҫимӗҫ турттарать. Харис Шагиевич ӗҫ ветеранӗ, нумай ҫул тăрăшса ӗҫленӗшӗн грамотăсемпе Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. 

Мӑшӑрӗпе Радия аппапа пӗрле виҫӗ ача пăхса ӳстернӗ. Шел те, мӑшӑрӗ пурнăçран уйрăлса кайнă. Паян Харис Шагиевич ывăлӗпе Наильпе тата кинӗпе Гузельпе тӗп никӗсре пурӑнать. Ывӑлӗ Наиль ялта мулла пулса ӗҫлет, кинӗ Гузель вара ялти участокри больницӑра вăй хурать. Юбилярăн 4 мӑнук тата 4 кӗçӗн мӑнук пур. Мӑнукӗ Алмаз ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшăнать, аманнӑ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтра килте реабилитаци иртет. Харис Шагиевич хӑйӗн ачисемпе мӑнукӗсемшӗн — хисеплӗ ашшӗ тата аслашшӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев