Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хирӗç çул» операци вӗҫленчӗ

ГИБДД

Хирӗç пыракан çул çине тухассипе ҫыхӑннӑ административлӑ правăна пăсассине асӑрхаттарас тӗллевпе Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та, июлӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен «Хирӗç çул» профилактика мероприятийӗ иртрӗ.

Операци вăхăтӗнче хирӗҫ пыракан полоса çине тухнӑ виҫӗ водитель тӗлӗшпе протоколсем çырнă тата закона пăсакансене водитель прависӗр тăратса хăварас енӗпе ӗçе суда панӑ. 

— Раҫҫей Федерацийӗн «Çул-йӗр юхӑмӗн Правилисемпе» килӗшӳллӗн иртсе кайма пуҫличчен водитель хӑй тухса кайма хатӗрленекен юхӑмӑн йӗрӗ аякран ҫителӗклӗ пулнине тата иртсе кайнӑ чухне вӑл хускану хӑрушлӑхне туса хурас ҫуккине курса ӗненме тивӗҫ, ҫул — йӗр юхӑмне хутшӑнакансене те чӑрмантармалла мар. «Иртсе кайма чарнӑ» ҫул-йӗр паллин зонинче, ҫавӑн пекех тата ҫул çинче ҫӳремелли зонӑра тӑвалла хӑпарнӑ чухне, хӑрушӑ ҫул кукӑрӗсенче тата ытти участоксенче кӑшт ҫеҫ курӑнать пулсан — иртсе кайма чарнӑ, — тет район ГИБДД пайӗн начальникӗ Анатолий Михайлов. 

Справка

2024 ҫулăн 6 уйӑхӗнче Тутарстан Республикинче ҫул-йӗр-транспорт правилисене пăсса хирӗҫ пыракан çул çине тухнипе килсе тухнă 142 ҫул-йӗр-транспорт аварине регистрациленӗ. Вӗсенче 60 ҫын вилнӗ, 243 çын аманнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев