Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем тӳлев илме пултарӗҫ
Социаллă тема
Унта хутшӑнма «Госуслуги» порталта Раҫҫейӗн Социаллӑ фондне заявка памалла.
Ҫакна кирек хӑш регионтан та тума пулать, регистрациленнӗ хыҫҫӑн ҫынна пурӑнмалли вырăн енӗпе учета илӗç. Амӑшлӑхпа ҫыхӑннӑ пособисене (декрет, ача пӑхма паракан пособисем) ҫак система шайӗнче памаҫҫӗ. Эксперимент ӗçлекене чирленӗ тапхăрти укҫана тӳлессине кӑна пырса тивет.
Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен (самозанятый) страховани суммин виҫине ҫулталӑкне 35 000 е 50 000 тенкӗлӗх суйлама пултарать. Ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи улшӑнсан суммăсем автоматла улшӑнаҫҫӗ. Страховани взносӗ виҫине суйласа илнӗ суммӑн 3,84% танлашать, ҫакӑ уйӑхне 35 000 тенкӗ чухлӗ пулнă чухне – 1344 тенке тата 50 000 тенкӗ чухлӗ 1 920 тенке тӳрӗ килет.
Взноссене заявлени панӑ хыҫҫӑн, тепӗр уйӑхран шутлама пуçлаççӗ. Вӗсене уйӑхсерен е харӑсах темиҫе уйӑхшăн тӳлеме пулать, анчах 12 уйӑхран ытла пулмалла мар.
Вӑхӑтлӑха ӗҫе юрӑхсӑррипе пособи илмелли право взноссене ултӑ уйӑх татти-сыпписӗр тӳленӗ хыҫҫӑн пулса каять. Тӳлев виҫи, найм енӗпе малашнехи ӗҫне те кӗртсе, страхлав стажӗнчен тата страхланаканӑн системӑна миçе уйăх хутшӑннипе те çыхăнать.
Эксперимент 2028 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пырӗ, унта хутшӑнас тесен 2027 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнчен те кая юлмасӑр заявка памалла.
Малалла тӑсса
2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайман енӗпе тӳлев илессишӗн социаллӑ страховани тытӑмне хӑйсен ирӗкӗпе хутшăнма май паракан эксперимент старт илчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев