Хĕл кунĕсем
Петр Мулеев, Çĕнĕ Йӗлмел ялĕ
Мамăк шурă юр пĕрчийĕ
Енчен енне хуллен куçса,
Пите ачашшăн кăтăкларĕ,
Уçрĕ манăн кăмăла.
Тавралăха асамлăх пусрĕ,
Илемлĕх илчĕ тыткăна.
Шур тĕнче алăкне уçрĕ,
Эп хавас сана курма.
Çупкăмăпех пилеш хĕрлĕ,
Калăн, хĕрелнĕ вăтанса.
Шурă «тутăрпа» витĕннĕ,
Кăштах çĕре пуçне тайса.
Шурă «мамăкпа» пĕркеннĕ
Лăс туратлă йывăçсем.
Çил ачисем туратсене «шăлаççĕ»,
Йăмрасем кураççĕ тĕлĕксем.
Сивĕ пит çăмартине чĕпĕтрĕ,
Сив аллисемпе хыпаласа.
Утăмпа юр сасă пачĕ,
Вăл чупрĕ инçете аякка.
Хĕрлĕ уйăп вĕçсе иртрĕ,
Ăçта каять-ши васкаса?
Хĕл илемĕ çакă мар-ши?
Эп тăратăп савăнса.
Инçе мар чăрăш «тумĕпе»
Тăрать вăл уйрăм палăрса.
Ун турачĕпе пытаннă ӳхĕ,
Парать сасă вăхăтпа.
Килĕш, хĕлле питӗ илемлĕ,
Пăхса килен эс таврана.
Уçă сывлăш, «çăмăл сивĕ»
Чĕнеççĕ урама тухма.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев