Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӗç-пăшалтан тӗл перес енӗпе вăй виçрӗҫ

«Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче, Çемье çулталӑкӗ шайӗнче тата Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 79 ҫул çитнӗ май шкул ачисем хушшинче хӗç-пӑшалпа перес енӗпе турнир иртрӗ.

Мероприятие ҫарпа прикладной спорт тӗсӗсене малалла аталантарас, спортсменсен ӑсталӑхне ӳстерес тата пултаруллӑ спорт ҫамрӑкӗсене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерчӗç.

Ӑмӑртӑва районти çутӗç организацийӗсенчен 16 команда хутшӑнчӗ. Команда составне икӗ вӗренекен-форпост членӗсем кӗнӗччӗ.

Турнира хутшӑна-кансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, «Форпост» муниципаллă бюджет учрежденийӗн директорӗ Альберт Сулейманов, вăрçă юхăмӗн ветеранӗсем, канма таврăннă ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансем тата програничниксем саламларӗç, вӗсене ӑнӑҫу сунчӗç.

Ӑмӑрту судйисем чи лайӑх кӑтартусене хакларӗç. Чи нумай очко пухса, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн вӗренекенӗ Юнус Фахретдинов (тренерӗ Альфик Миннебаев) ҫӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Айбулат Сулейманов (тренерӗ Ильсеяр Замалетдинова) çӗнсе илчӗ, виҫҫӗмӗш вырăна Алешкин-Саплăк вăтам шкулăн вӗренекенӗ Всеволод Журавлев (тренерӗ Анвар Залалтдинов) йышӑнчӗ.

Айрат Залялов, Руслан Вильданов тата Альберт Сулейманов ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, медальсемпе, Кубоксемпе чысларӗҫ, ăнăçусем сунчӗҫ.

Тӗл перес енӗпе турнир вӑхӑтӗнче вӗренекенсем ГТО нормативне пурнӑҫларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев