Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Упири ал ăстисем

Культура

 

Шӑматкун пултарулӑх отчечĕн концертне килнисем, Культура ҫурчӗн фойинче вырнаçтарнă, Упи тӑрӑхӗнчи алӗҫ маҫтӑрӗсен ӗҫӗсене курса киленчӗҫ. Кашни япалисем чун витӗр тунӑскер хаклӑ та, илемлӗн курӑнаҫҫӗ. Кашнийӗ чун киленӗвӗн ӗҫне канупа ирттерет.

Акă, Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Мария Ярзуткина пушӑ вӑхӑта ал ӗҫӗпе аппаланса усӑллӑ ирттерет. Атлас хăюсемпе усă курса кӗл чечек ҫыххисем, кӑкăр ҫине ҫакмалли «Георги хайӑвӗ» те ăсталать.

Тивӗҫлӗ канурисем те вӑхӑта усӑсӑр ирттермеҫҫӗ. Кичемленсе лармаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Галина Ильинан ҫӑпатипе «пӑсланса» ларакан сӑмаврӗ те хӑнасене чей сӗтелӗ патне йыхравлать. Хутран пӗтӗрсе тунӑскерсене сӑнанӑ май, чылай вӑхӑт хушши ӗҫлени палӑрать. Алӑсен моторикине те хастар ӗҫлени, ӑс-тӑн пултаруллӑхне, ӑс-хакӑла аталантарма пулӑшать.

Ирина Ярзуткина ҫыхнӑ юмахри сӑнарсем те, вӗт шӑрҫаран хатӗрленӗ хурӑн йывӑҫҫипе картина, хӗресле тата хӑюпа тӗрленӗ панносене курса савӑнтӑмӑр.

Елена Макарова ротангран явса ӑсталанӑ кашпосем пит селӗм пулса тухнӑ .

Анна Емельянован ҫекӗлпе ҫыхнӑ кар-ҫинккасем, салфеткӑсем, кухньӑра кирлӗ пулакан прихваткӑсем тыткăнларĕç.

«В руках таланта все может служить орудием к прекрасному», тенĕ Н.В.Гоголь. Чӑннипех калама пулать, Упи тӑрӑхӗнче ӗҫчен, тĕлӗнмелле пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаççӗ.

Ҫӗлес, тӗрлес, хатӗрлес ӗҫсемсӗр пуҫне, ал ӗҫӗн ытти тӗсӗсемпе аппалланни паян та ялсенче сыхланса юлни савӑнтарать.

Хастар пенсионерсем

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкĕн шайĕнче, П. В. Дементьев музейӗнче, аслă ӳсĕмрисем хушшинче шашка вылякансен туслăх турнирӗ иртрӗ. 

Ăмăртăва аслă çул-сенчисене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, кануне усăллă ирттерес тĕллевпе ирттереççĕ. Хальхинче ăшӑ та туслӑ атмосферӑра Упи тата Çĕнĕ Йĕлмел ялӗсенчи шашкăлла выляма юратакан ҫынсем тӗл пулчӗҫ.

Ăс-хакăл вăййисем юратакансен турнирĕ олимп системи евĕрлĕ иртрĕ. Вӑйӑ хыҫҫӑн чи лайӑх шашистсем палӑрчӗҫ. Ҫине тӑрсах кӗрешнӗ май, хуҫасем чи вăйлисем пулса палăрчĕç. Хăнасене пĕррремĕш вырăна парса ярасшăн пулмарĕç. Хĕрӳ тупăшура çĕнтерӳçĕ «титулне» Константин Смирнов вĕçертмерĕ, 2-мĕш вырăна Геннадий Карсаков, 3-мĕш вырăна Валерий Гаврилов йышăнчӗç.

Вӑййа хутшӑнакансене пурне те асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчĕç, çĕнтерӳçĕсене грамотăпа чысларĕç. Упи ял тӑрӑхӗн пуçлăхне Александр Ярухина, ветерансен советне тачă çыхăнура ӗҫленӗшӗн тата тӗлпулӑва йӗркеленӗшӗн тав турĕç. Малашне те аслă ăрурисем хушшинче ирттерекен ăмăртусене хутшăнма тĕв тӳрĕç.

— Питĕ хавхаланса вылярăмăр, пĕр-пĕринпе курса калаçрăмăр, чунпа та кантăмăр, вăхăта усăллă ирттертĕмĕр, — терӗ Геннадий Карсаков, вăйăсем вĕçленсен хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерсе.
Çитес вăхăтра Çĕнĕ Йĕлмел ялӗнчи ветерансен совечӗн хастарĕсем, хăйсем патне тĕлпулăва йыхравласа хăварчĕç.

— Хаваспах чĕннĕ çĕре çитме тăрăшăпăр, — тесе сăмах пачĕç уписем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев