Хăрушсăрлăх никӗсӗсем: ГИБДД
«Ҫурхи каникул» мероприятийӗ пуçланать
Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та, ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлама янӑ «Ҫурхи каникул» мероприяти старт илчӗ. Вӑл апрелӗн 1-мӗшӗччен пырать. Кун ҫинчен Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.
Оперативлӑ-профилактика мероприятийӗсен шайӗнче «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» Пӑва районӗнчи уйрӑмӗ тата Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн представителӗсем ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас, ҫуран ҫынсем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем пулассине асӑрхаттарас, талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тумтир ҫинче ҫутта тавăракан элементсене популаризацилес енӗпе мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Унта ачасене ҫул ҫинче, ҫуран ҫӳрекенсем каçакан тата общество транспорчӗпе çӳренӗ вăхăтра хӑйсене тӗрӗс тытмалли, тӗттӗм вӑхӑтра ҫутта тавӑракан элементсемпе усӑ курмалли ҫинчен аса илтерӗç.
— РФ Çул-йӗр юхӑмӗн правилисен 22.9 пункчӗпе килӗшӳллӗн, 12 ҫула ҫитичченхи ачасен ҫӑмӑл автомобилӗн малти ларкӑчӗ ҫинче, 7 ҫула çитичченхи ачасен кайри ларкӑч ҫинче ачан пӗвӗпе виҫине тӳрӗ килнӗ хатӗрсемпе усӑ курмалла, — тет А. Михайлов. — Патшалӑх инспекцийӗ 12 ҫула çитичченхи ачасене кайри ларкӑч çине лартнă чухне те ачасен ларкăчӗпе усӑ курма сӗнет. 12 ҫул аслӑрах ачан хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнмалла.
Мероприяти пынă вăхăтра çул-йӗр юхăмӗн правилисене пӑсакан ачасем те полици ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнса юлмӗç. Правӑна пӑсакан ачасем ҫинчен информацие ача вӗренекен пӗлӳ паракан организацие вӗсемпе профилактика ӗҫӗ илсе пырассишӗн парӗç.
Справка
2024 ҫулăн 2 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 56 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ача вилнӗ тата 60 аманнӑ. Çул-йӗр-транспорт аварийӗсене лекнӗ ачасенчен нумайӑшӗ пассажирсем пулнӑ. 28 çул-йӗр-транспорт аварийӗнче 2 ача вилнӗ, 31 ача аманнӑ.
Çуран ҫӳрекен çынсем хутшӑннипе 28 çул-йӗр-транспорт аварийӗснче 29 ача аманнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев