Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хăрушсăрлăх никӗсӗсем: ГИБДД

«Ҫуран çӳрекен» операци пырать

Тутарстанра, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, октябрӗн 20-мӗшӗнчен районта «Çуран çӳрекен» операци старт илчӗ тата вăл ноябрӗн 7-мӗшӗччен малалла пырать.

Транспорт хатӗрӗсем çуран ҫынсем ҫине пырса кӗни ытларах талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтне тӳрӗ килет. Ытларах чухне инкеклӗ ӗçсем тумӗсем çинче ҫутта тавăракан элементсем пулман ҫуран ҫынсем пирки пулса иртеççӗ. Кашни тӑваттӑмӗш тӗслӗхре урам-ҫул-йӗр сечӗн правилисене  пăснă фактсем палăраççӗ.

– Çуран çӳрекенсем çул урлă каçнă чухне правилӑсене пӑсакан водительсене палăртӗç. Кунсӑр пуҫне, тивӗçлӗ пулман вырӑнта çул урлă каçнă ҫуран ҫынсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗпӗр, – тет ку тӗлӗшпе Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев